Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем – Республика кунĕнче

22 июня 2011 г.

Муркашсем – Республика кунĕнче

Июнĕн 24-мĕшĕнче эпир Республика кунне паллă тăватпăр. Çак уява халалланă мероприятисенчен хăшĕсем маларах та пуçланчĕç. Ытларахăшĕ вара уяв кунĕнчех иртет.

Пирĕн район яланхи пекех уяв мероприятийĕсене активлă хутшăнать. «Регионсем – чикĕсемсĕр ĕçлесси» регионсем хушшинчи 18-мĕш курава та, Пĕтĕм Раççейри «Русь мастеровая» 9-мĕш конкурса та хутшăнма хатĕр ĕнтĕ. Конкурсра, сăмахран, Чăваш Республикин Президенчĕн парнине çĕнсе илессишĕн районти пултаруллă маçтăрсем И. Егорова тата П. Мазуркин ытти маçтăрсемпе тупăшĕç.

Республика кунĕнче Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ, «Расна» эстрада юррисен халăх ансамблĕ, Ярапайкассинчи «Екрем» тата Мăн Токшикри «Тăванлăх» халăх фольклор ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

Тĕп хулара тата Çĕрпÿре иртекен ытти интереслĕ мероприятисене çитсе курма тăрăшăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика