22 июня 2011 г.
Чикĕсĕр курав
Регионсен пĕрлехи «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравĕ Чăваш Республикин хăйне евĕр бренчĕ, çĕр-шыв экономикин тĕрлĕ отраслĕнчи организацисен хушшинчи вăрахлăх çыхăнусем йĕркелемелли площадка пулса тăчĕ. Кăçал вăл Шупашкарти IV «Раççей экономики: ÿсĕм технологийĕсем» экономика форумĕн программипе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче иртет. Унăн экспозицийĕсем МТВ-центрăн 5-мĕш хутĕнче ултă пин тăваткал метр ытла лаптăк йышăнаççĕ.
Куравăн тĕп пайĕсем: машиностроени, электротехника, приборсем тăвасси, строительствăпа архитектура, транспортпа çыхăну, хими, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç, сывлăх сыхлавĕ, наукăпа вĕрентÿ, банксемпе страховани, спортпа туризм, халăха кирлĕ таварсем.
Чăваш Енри монохуласен тата республикăри мĕн пур 21 район презентацийĕ уйрăмах кăсăклă пулмалла. Курава пĕчĕк тата вăтам бизнесăн ушкăнпа хатĕрленĕ уйрăм экспозицийĕсемпе те, халăх художество промыслисен ăстисен изделийĕсемпе те, экономикăн тĕрлĕ сферинчи çĕнĕлĕхсемпе те паллашма май пулĕ.
Курав вăхăтĕнче «çавра сĕтелсем» тата çамрăксен «Çĕнĕ вăхăт – çĕнĕ сăнсем» форумĕ пулĕç. Курава хăнасем йышлăн килмелле: официаллă çынсем, бизнесменсем, Раççей Федерацийĕн 10 регионĕнчи промышленноç предприятийĕсен, наука организацийĕсен тата учрежденийĕсен ертÿçисем, ют çĕр-шывсен представителĕсем. Тĕрлĕ фирма хăйсен таварĕсемпе пулăшу ĕçĕсемпе паллаштарĕ, дегустаци лаптăкĕсем ĕçлĕç, унта наци апат-çимĕçне астивме те май пулĕ. Сутлăха ютран кÿнине кăна мар, вырăнти продукцие те кăлараççĕ.
Эсир те çитсе курма тăрăшăр!