18 июня 2011 г.
Парти вăйĕ – пĕрлĕхре
Июнĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн XVII отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ, РФ Патшалăх Думин халăхсем хушшинчи ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Бударин, Чăваш Республикипе федераллă тĕп инспектор Руслан Тихонов, «Единая Россия» фракци членĕсем – ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем – депутатсен хула тата район Пухăвĕсен председателĕсем, депутатсен район тата хула Пухăвĕсенчи депутатсен «Единая Россия» ушкăнĕсен ертÿçисем, республикăри обществăлла организацисен представителĕсем – «Единая Россия» партнерĕсем тата Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн участникĕсем, çавăнпа пĕрлех парти активĕ хутшăннă.
Конференцире Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн, унăн политканашĕн отчетлă тапхăрти 2007 çулхи июнь уйăхĕ хыççăнхи вăхăтри тĕп ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсене тишкернĕ, малашлăхри умри тĕллевĕсемпе задачисене палăртнă.
Отчетлă доклада «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский туса панă. Вăл палăртнă тăрăх юлашки 4 çул хушшинче регион уйрăмĕн йышĕ 8 пин çын чухлĕ ÿснĕ. Халĕ унăн йышĕнче 30500 çын ытла. Партин регион уйрăмĕн тĕп тĕллевĕ патшалăх тата муниципаллă влаç органĕсемпе, тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ организацисемпе пĕрле ĕçлесе республикăн экономикипе социаллă пурнăçне лайăхлатса пырасси пулнă. Тĕп задача малашне çавăн пекех юлать.
Константин Косачев çавăн çинче чарăнса тăнă. Çапла, юлашки 10 çул хушшинче пирĕн пурнăç чылай енĕпе лайăх еннелле улшăнчĕ. Апла пулин те çакă вăл пирĕн пĕтĕмпех лайăх тенине пĕлтермест. Ĕçлемелли, тумалли татах сахал мар.
Çитес суйлав кампанийĕ унчченхисем пек пулмасть тесе палăртнă вăл. Сăлтавĕ иккĕ. Çынсем яланах татăклă улшăнусене курасшăн. Иккĕмĕшĕнчен – çĕнĕ информаци технологийĕсен витĕмĕ. Хальхи вăхăтра çынсен обществăлла шухăшлавĕ çине Интернет пысăк витĕм кÿрет. «Единая Россия» вара влаç тытăмĕсен ĕçне шайлашуллă йĕркелесе пырса виççĕмĕш суйлава та пĕр ятпах пыракан пĕртен-пĕр политика вăйĕ пулса тăрать.
Михаил Игнатьев та çак шухăшах палăртнă. «Партие хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çине критикăлла пăхни кирлĕ. Вырăнта тăни лайăххи патне илсе пымасть. Эпир пĕрле пĕр ĕç тăватпăр. Ку вăл республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси», – тенĕ вăл.
Кунпа пĕрлех Чăваш Ен Президенчĕ республикăн экономика аталанăвĕн юлашки вăхăтри ÿсĕмĕсем çинче чарăннă. Апла пулин те çынсене хумхантаракан ыйтусене – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ĕçсĕрлĕх, хаксем ÿснин, алкоголизм, наркомани ыйтăвĕсене – тимлĕхсĕр хăвармалла марри пирки чĕнсе каланă.
Конференцире çавăн пекех Партин регион уйрăмĕн контрольпе ревизи комиссийĕн отчетне итленĕ, ертсе пыракан органăн çĕнĕ йышне суйланă, юлашкинчен вара Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн 2011 çулхи сентябрь уйăхĕнче ирттерекен XII съездне хатĕрленес ыйтăва сÿтсе явнă.
Хамăр инф.