Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улькка аппа

18 июня 2011 г.

Улькка аппа

Латака пÿллĕ, тĕпчĕк сăн-питлĕ Улькка аппа çулĕсене кура мар пиçĕ, йăрă карчăк. Ак паян та вăл тăри кайăк вăраниччен тăрса урине шурă чăлхапа йăлтăр калуш тăхăнчĕ, хĕвел тухăçĕ хĕреличчен хĕрлĕ çырла тĕрриллĕ кăвак тутăр çыхрĕ, вĕлтĕрен кайăкне шуйхатмасăр çăлран шыв ăсса килчĕ, хура курак сас париччен лаçра хуран çакса ячĕ те сиплĕ курăксенчен чей вĕретсе ĕçрĕ. Ĕнине суса ăна сурăхсемпе пĕрле кĕтĕве хăваласа ярсан пÿрт тата çенĕк урайне çуса тухрĕ, унтан кил-çуртне пăхса çаврăнчĕ те хаш! сывласа илчĕ: юлашки вăхăтра хуçалăхра арçын алли çитменни самаях сисĕне пуçларĕ – ку ваннă, вăл катăлнă, лешĕ çĕрсе юрăхсăра тухнă...

Арçын алли тенĕрен... Пурччĕ-ха арçынĕ: Улькка аппан юратнă, пĕр чĕлхерен пурăннă, пĕр çăвар çăкăра та икке пайланă упăшки – латака, кăтра çÿçлĕ Феофан, колхозра шоферта ĕçленĕскер. Пур ĕçре те йăлттамччĕ. Ÿсĕр пуçпа руль умне ларса аварие лексе пĕтерчĕ-çке хăйне...

Ульккапа Феофанăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Суххи, геодезист, вырăса качча тухрĕ те таçта Тюмень таврашĕнче тĕпленсе пурăнать. Çур çĕр шевли пек тахçан пĕрре çеç амăшне курма килкелесе каять.

«...Тăруках пурне те юсаймăн-ха. Чи малтан куçа курăнакан япаласене тирпейлесчĕ. Акă тĕкме юсамалла, карта тытмалла, унтан вутă татса çурмалла», – уйланса тăчĕ Улькка аппа кăнтăр вăхăтнелле анкартине тухсан.

Ялта ĕçе пĕлсе, çыпăçуллă тăвакан çын сахал мар-ха. Анчах вĕсене пурне те пĕр тикĕтпе сĕрнĕ тейĕн çав: кашниех «симĕс шĕвекшĕн» вутта сикме те хатĕр. Кирек епле вак-тĕвек ĕçшĕн йăлăнсан та «çĕр грамм пулать-и;» тесе шÿтлеççĕ. Кирек мĕнле шÿтре те вара пĕр пай чăнлăх пурах теççĕ. Пысăкрах ĕç тăвас пулсан пĕр кĕленче хунтри-мунтрийĕсĕр май та килмест.

Эрехне тупма пулĕ-ха. Ав ăна лавккана кашни кун лавĕ-лавĕпе тиесе килеççĕ. Перестройка тапхăрĕнчи пек талонпа паспорт та кăтартма кирлĕ мар. Анчах эрех айне пулнă çыннăн ĕçĕ ĕнни курăнсах каймасть çав. «Симĕс çĕлен» сăхнă куштана инкек-синкекĕ те сыхласах тăрать.

«Тăхта-ха, тăхта!» – сасартăк питне-куçне çутăхтарса ăшĕнче юмахри Патрикеевна пек ихĕлтете-ихĕлтете илчĕ ватă çын. Вара васкасах кил хушшине таврăнчĕ, кĕлете кĕчĕ, арча тĕпĕнче выртакан пĕртен-пĕр «çут пуçлине», хăна-вĕрле килес-тăвас пулсан сых ятне илсе хунăскерне, йăпăр-япăр туртса кăларчĕ. «Акă вăл мана çăлакан!»– тесе кĕленчене чуп туса карчăк ăна карçынккана хучĕ те шурă роза чечеклĕ хура тутăрпа витрĕ. Анчах... пăккине юриех тачă витмесĕр хăварчĕ.

Улькка аппа карçынккине йăтрĕ те кĕлетрен тухрĕ, кĕлетне самай мăнттай çăрапа питĕрсе илчĕ. Хыççăн вара хăйне унтан-кунтан якаткаласа мамăк тĕк пек çăмăл кăмăлпа урама тухрĕ.

Çанталăк тăп. Таврара ешĕл симĕс тĕтрелĕх капăрланать. Курать карчăк – инçех те мар урапа-çуна ăсти Карăш Микулипе ун кÿрши Микиш Павăлĕ утса пыраççĕ.

– Микула, Павăл, сывă-и;– юхăмлă саспа çу пек çемçе, пыл пек тутлă пуçларĕ Улькка аппа. – Ăçтан таврăнатăр;

– Çамрăк вăкăрсен ферминче пултăмăр-ха, унта колхозра юлнă пĕртен-пĕр урапан ÿречине улăштартăмăр. Кĕçех вăрçă çулĕсенчи пек лаша вырăнне вăкăр кÿлме пуçлаççĕ-и; Эсĕ хăв ăçта кайма тухнă тата; – сапăрланса, ват çын кăмăл еккине ярса калаçрĕç кусем те.

– Лавккана кайма тухрăм-ха. Çăкăрпа тăвар туянасшăн. Хуçалăхра арçын ĕçĕсем нумайланса кайрĕç те, çула май кампа та пулин пулăшма калаçса татăлма пулмĕ-ши тетĕп.

Çак вăхăтра Улькка аппа кĕленчи çинчи тутăра вĕлт! сирсе илчĕ. Арçынсене ку «фокус» мĕне пĕлтернине тавçăрса илме пĕртте йывăр пулмарĕ.

– Ма пулăшас мар, ара, пулăшăпăр, – чăлт çуталса кайнă куçĕсемпе кĕленче пăккине тирĕнсе, тутисене çуллакаласа илчĕç вĕсем.– Ыранах пырăпăр.

Ак ĕнтĕ Улькка аппа лавкка патне çитсе те тăчĕ. Çурт хыçĕнче икĕ çамрăк, шукăль тумланнă хĕр курăнчĕ: кĕленчесенчен лăнкăртатса сăра ĕçеççĕ те сигарет ĕмсе сăвăраççĕ. «Ах тур, тур, мĕнле амăшсем пулĕç кун пек хĕрсенчен; – чун-чĕрипе пăрланса илчĕ карчăк. – Таçтан хуларан килнĕ пуль... Ялта кун пеккисем курăнсах каймастчĕç-ха».

Анчах, Турра шĕкĕр, Улькка аппана кирлĕ çынсем те тупăнчĕç. Авă лавкка умĕнче Якурпа Петĕр, иккĕшĕ те платник, яштамскерсем, шăкăл-шăкăл калаçса тăраççĕ.

– Аван-и, арçынсем; – çаксен чун-чĕрине сукмак хывма хатĕрленсе юриех сăмахне ăшпиллĕн вĕçтерсе калаçрĕ карчăк.

– Сывах-ха, сывах, Улькка аппа. Хăвăр мĕнле чупатăр; – йăл кулса илчĕ Петĕр.

– Чупасси мĕнĕ... Çÿрекелетĕп-ха. Пуçа пĕр шухăш пусса илчĕ те çÿретĕп вăн ăшталанса.

– Мĕн пулчĕ тата;

– Усалли нимех те пулман-ха. Кил таврашне пĕртак йĕркене кĕртес тетĕп те, пулăшакансем шыратăп.

– Ĕçĕ мĕнлескер; – ыйтрĕ Якур.

– Карта юсамалла. Пуртти те мăкалнă. Ытти ĕçсем те пур.

– Пулăшма, паллах, пулать, анчах...

«Анчах» тенине илтсенех Улькка аппа янкăр тÿпери анакан хĕвеллĕн çиçкелесе илсе платниксене кĕленче пуçне вăрт! уçса кăтартрĕ.

– ...А-а, ă-ă-ă, юрать ара, юрать, пырăпăр, пырăпăр, ыранах çитĕпĕр пулăшма, – куçне вĕлтсе тусне аяккинчен кăлт! тĕкрĕ Петĕр.

Çапла майпа Улькка аппа татах тепĕр икĕ нăк арçынна «вăлтана» çаклатрĕ. Ак сана ватă çын тăватă çын тени.

Тепĕр кунне ир-ирех çиçтерсе çитрĕç урапа-çуна ăстисем те, платниксем те. Чи малтанах вĕсем пуртă хăйрарĕç, кĕреçе аврине çирĕплетрĕç. Унтан тулли кăмăлпа, шÿтлĕн-мĕнлĕн калаçкаласа вăл-ку çĕрĕшсе чалăшнине улăштарса тÿрлетрĕç, тĕкме юсарĕç, карта тытса пачĕç, вутă татса çурса шаршанларĕç. Арçын арçынах çав, юхăннă хуçалăха часах юмахри пек илемлетсе тирпейлерĕç.

Ĕç вĕçленнĕ тĕле Улькка аппа кăркка ашĕнчен апат пĕçерчĕ.

– Ну, кĕрĕр ĕнтĕ пÿрте, – чĕнчĕ вăл арçынсене сĕтел майланă хыççăн.

Кусем, ĕçре хĕрсе пăшăхнăскерсем, аллисене шывпа çуса тасатса пÿрте кĕпĕрленсе кĕчĕç те шăкăл-шăкăл калаçкаласа та сăмахĕсене вĕçтеркелесе сĕтел хушшине майлашăнса ларчĕç.

– Пулăшнăшăн чун-чĕререн тав сире, – çыпăçуллă ĕç ăстисене 500-шер тенкĕ тыттарнă май сапăрланчĕ ватă çын. Унтан карçынккаран лешне, ĕнертенпех арçынсене канăç паман «çуттине» кăларчĕ.

– Ку апат анма, – йăл-йăл кулкаларĕ вăл, вара ĕç паттăрĕсене шкальккăсене эрех ярса пачĕ. – Виçеллĕ ĕçсен эрех сывлăха сиен кÿнине илтсех кайманччĕ-ха. Тепĕр чухне виçерен тухни пĕтерет-çке пире...

Хайхисем шкальккăсене чăнкки тусах çавăрса хучĕç те пуçларĕç яшкана çавăрттарма. Тирĕк хыççăн тирĕк пушанать. Çисе тăрансан çемĕçнĕ чĕлхисене пĕртак ирĕке ячĕç, кулчĕç, япшар шÿтлерĕç, анекдотсен арчине те уçса пăхрĕç. Тĕттĕмленсен çеç килĕсене саланчĕç. Урамра вĕсем пĕр çаврăм юрă та юрласа илчĕç:

Ула кĕсре тата та кĕсре тутăр –

Кÿлсе çÿремешкĕн те ут пултăр.

Улькка аппа тата та ниме тутăр –

Ĕçлемешкĕн пире те йыхăртăр.

«Мĕн тери ырă пирĕн ял çыннисем. Аллисем тата, аллисем... Чăн-чăн ылтăн вĕт», – ăшĕнче пĕрмай тав турĕ Улькка аппа хăйне пулăшакансене. Унтан ăшне хытарса, пусăрăнчăк саспа хушса хучĕ: «Анчах вĕсене ытлашши эрех пăсать-çке...».

Василий СИПЕТ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика