Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса вырăнсене тасах тытасчĕ

18 июня 2011 г.

Таса вырăнсене тасах тытасчĕ

Район администрацийĕ ытти нумай-нумай ыйтусемпе ĕçленипе пĕрлех ĕненекенсен кăмăлне те мала хурать. Юлашки çулсенче кăна Муркаш тăрăхĕнче çĕнĕрен чиркÿсем ĕçлеме пуçларĕç. Район администрацийĕ пуçарнипе, тăрăшнипе Каршлăхри Александр Невски ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕнче çĕнĕ часовня та уçăлчĕ. Ырă ĕç çакăнпах вĕçленмерĕ.

Хальхинче район администрацийĕ кунти пĕрремĕш таса çăл куç патĕнчи хывăнса тăхăнмалли пÿлĕме çĕнĕрен тума шутларĕ. Кунти таса вырăнсене халăх хамăр районтан кăна мар, ытти районсенчен те, республикăсенчен те йышлă килет. Кунта çÿрекенсемшĕн кăмăллă пултăр тесе шутласа пуçарчĕ çак ĕçе.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ку ыйтăва пурнăçа кĕртессипе районти йывăçпа ĕçлекен предпринимательсемпе тĕл пулса сÿтсе яврĕ. Э.И. Баранов, В.Г. Васильев, П.Т. Терентьев предпринимательсем пĕрер кубла метр хăма пама хатĕррине пĕлтерчĕç. Таса çăл куçри хывăнса тăхăнмалли пÿлĕме тума кирлĕ пурана вара район администрацийĕ хăй парать.

Кунти ĕçсене те пĕтĕмпех район администрацийĕн ĕçченĕсен, Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен рабочийĕсен вăйĕпе тума палăртаççĕ.

Район администрацийĕ тата таса çăл куçсем патне çÿрекенсене çакăн çинчен аса илтерет, чĕнсе калать. Йĕри-таврари тирпейлĕх хамăртан килет. Çавăнпа та Каршлăхри таса вырăна килсен хамăр хыççăн çÿпĕлесе хăварас марччĕ. Таса вырăнсене таса шухăш-ĕмĕтпе, ыррине ыйтма килетпĕр пулсан килĕшÿсĕр ĕç тăвас марччĕ. Таса вырăнсене тасах тытасчĕ.Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика