Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнÿсем ытлашши пулмĕç

18 июня 2011 г.

Сĕнÿсем ытлашши пулмĕç

Çанталăк юлашки вăхăтра çумăрлă тăрать, ир-каç ăшах мар. Çавăнпа та килти хушма хуçалăхра тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерекенсемшĕн аяларах илсе паракан сĕнÿсем ытлашши пулмĕç.

Пахча çимĕç тутлăхлă та техĕмлĕ пултăр тесен ăна органикăллă удобренипе кăна (тислĕк, чăх-чĕп каяшĕ, çĕрĕк тăпри, компост т. ыт. те) апатлантарма тăрăшмалла, минераллă удобренисемпе тата наркăмăшлă имçампа усă курмалла мар.

Пур йышши купăста та тăпрана кăпкалатса тăнине «лайăх йышăнать». Çапла майпа унăн хушма тымарсем аталанаççĕ, тутлăхлă япаласем пухмалли условисем анлăланаççĕ.

Шурă пуçлă купăстана тата ытти купăста йышши ÿсен-тăрана унчченхи вырăна тепĕр хут 2–3 çул иртмесĕр лартма сĕнмеççĕ.

Чечеклĕ купăстана каснă чухне пуçĕ йĕри-тавра çулçисене пĕрле пухса çыхăр. Кун пек чух вăл лайăхрах упранать.

Кольраби (выльăх купăсти) тавра çĕре кăпкалатма сĕнмеççĕ. Ку вăл ăна ÿсме чăрмантарать, пахăлăхĕ те чакать.

Брокколи купăстине çутă ытларах кирлĕ. Тăпрара нÿрĕк сахал пулсан тухăç та, пахалăх та нумай чакать.

Помидор тавра çĕре питĕ асăрханса та вĕттĕн кăпкалатмалла, тымара сиен кÿмелле мар. Касăсемпе шăварсан лайăх, уйрăмах сивĕ çанталăкра. Çапла майпа тĕрлĕ чир-чĕртен, чечексем тăкăннинчен тата тĕвĕленнинчен хăтăлма пулать.

Помидор лайăхрах та нумайрах упрантăр тесен ăна ирхине пухмалла та пĕр рет аврине çÿлелле туса хумалла.

Çуркунне ăшă сахал, çу уйăхĕсенче температура пысăкрах пулсан, тутлăхлă япаласем çитмесен тата çĕре пĕр тикĕс нÿретмесен баклажанăн чечек папкисемпе чечекĕсем тăкăнаççĕ.

Пăрăç тĕммисем лайăх çитĕнеççĕ, чечек нумай çураççĕ. Çавăнпа та çÿлти чечекĕсене тата ытлашши туратсене кăштах иртмелле. Шăрăх та нÿрĕ çанталăк чухне пăрăçăн ытлашши турачĕсене уйрăмах иртсе тăмалла, типĕ çул чухне вара иртме кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен çулçă масси тĕм айĕнчи тăпрана хупласа тăрать, тăпрари нÿрĕке сыхлать.

Пÿлĕмре ÿстерекен пăрăç илемлипе пĕрлех бактерисемпе те кĕрешет. Ун таврашĕнче чир пуçаракан тĕрлĕ микробсем вилни паллă.

В. СЕРГЕЕВ, пахчаçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика