Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кролик ан кÿпĕнтĕр тесен

18 июня 2011 г.

Кролик ан кÿпĕнтĕр тесен

Кирек епле çанталăк та вырăнлă, анчах та хăш чухне ытлашши нÿрĕк хушма хуçалăхра чăрмав та кÿрет. Тен çанталăка пула-ши, кăçал уйрăмах кролик хавшани сисĕнет, тăтăшах кÿпĕнет, хăшĕ-пĕри вилет. Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ши?

Н. ПЕТРОВА.

Катькас ял тăрăхĕ.

Ку ыйтăва уçăмлатма выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕпе Людмила Алексеевна Бояриновăпа курса калаçрăмăр.

Чăн та тăтăш çумăр çуни выльăх-чĕрлĕхе те чăрмав кÿрет, вăл шутра кролика та. Ешĕл курăкра ытлашши нÿрĕк пухăнать, уйрăмах клевер йышши шултăра туналлă культурăра. Çакă кролик вар-хырăмне япăх ĕçлеттерет, кÿпĕнтерет. Çавăнпа та апата малтанхи кун янтăласа хума манмалла мар. Ешĕл курăк çинчи нÿрĕк типтĕр тата кăшт кăна шанса илтĕр. Кролик рационне типĕ хушма апат та кĕртмелле. Утă, тырă, йывăç турачĕ пани питĕ вырăнлă. Çакăн пек хутăш апатлану вар-хырăма чăрмав кÿмест тата тĕрĕс ĕçлеме пулăшать. Тĕрĕссипе вара кролик кÿпĕнни ытлашши çумăр çуман чухне те пулма пултарать. Ешĕл апат хушшинче хăш-пĕр сиенлĕ курăк та пулма пултарать. Чистотел, анра çарăк тата çавăн йышши ытти ÿсен-тăран кролика кÿпĕнтерет. Çавăнпа та пĕлмен курăка кролика пама тăхтамалла.

Хăш чухне кролик кÿпĕннин сăлтавĕ тĕрлĕ чир-чĕрпе те çыхăнма пултарать. Çавăнпа кунта выльăх тухтăрĕпе канашлани те ытлашши пулмĕ. Пыршăри хурт та кÿпĕннин сăлтавĕ пулма пултарать. Ăна пĕтерме вара ветеринари препарачĕсене пани пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика