18 июня 2011 г.
Сывлăхшăн усăллă апатлану
Мĕн-ха вăл сывлăхшăн усăллă (рационаллă) апатлану; «Рационаллă» сăмах латин чĕлхинче «ăслă» тенине пĕлтерет. Сывлăхшăн усăллă апатлану вăл сывă çынсем физиологи тĕлĕшĕнчен туллин апатланни пулать.
Çын организмĕ хамăра хупăрласа тăракан тавралăхпа тĕрлĕ япаласемпе тата энергипе тăтăш ылмашăнса тăрать. Çавăнпа та Гиппократ çапла каланинчен тĕлĕнме кирлех мар. «Чир ашшĕ нумай чух паллă мар пулсан, унăн амăшĕ – апат-çимĕç», – тенĕ вăл. Паянхи пурнăçра апатлану ыйтăвĕ питех те çивĕч тăрать. Кунта апатлану культури малти вырăнта пулнине палăртас килет.
Сывлăхшăн усăллă апатлану тесе эпир тĕрĕс йĕркеленĕ, организмăн индивидуаллă уйрăмлăхĕсене, климат условийĕсене шута илекен рациона калатпăр.
Усăллă апатлану 3 тĕп принциппа йĕркеленет:
– апатпа кĕрекен тата ĕç-хĕл процесĕнче тăкакланакан энерги балансĕпе тивĕçтересси;
– организма вăл ыйтакан уйрăм апат хатĕрĕсемпе тивĕçтересси;
– апатлану режимне пăхăнасси.
Апатлану организма апат-çимĕçĕн пур компоненчĕсемпе те тивĕçтермелле: белок, çу, углевод, витамин, шыв, минераллă япаласем, клетчатка т. ыт. те. Çак условие пурнăçлама апат рационне тĕплĕн планлани кирлĕ.
Ялта пурăнакансен усăллă апатланăвĕн никĕсĕнче çынсен генотип уйрăмлăхĕсем, ÿсĕмĕ, арçын е хĕрарăм пулни, ĕç характерĕ, професси, хăнăхнă йăла-йĕрке, çемьеллĕ пулни тăраççĕ. Асăннă факторсене шута илсе харпăр хăйĕн апатланăвне йĕркеленĕ чух çак йĕркене тытса пырăр:
– апатлану вăхăчĕпе миçе хут апатланасси ĕç (вĕренÿ) режимĕпе килĕшсе пытăр;
– сахал куçса çÿремелли ĕçре вăй хуратăр пулсан апатланиччен 10 – 15 минутлăх физкультура туни вырăнлă;
– активлă ĕçре вăй хуратăр пулсан апатра углеводпа белок ытларах кирлине шута хумалла;
– баланслă апатланăвăн тĕп кăтартăвĕ – сывлăх çирĕплĕхĕ пысăкки, ÿссе çитнĕ çыннăн вара – кĕлетке йывăрăшĕ улшăнманни;
– апатлану пуласлăх ĕç-хĕл валли саппас тума кирлĕ мар, унăн çав ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ пулмалла;
– йывăр ĕç умĕн çăмăл апатлану кирлĕ, хыççăн çирĕп апатлану пулни чăрмантармасть.
Апатлану этем пурнăçĕн тĕп факторĕ шутланать. Ăна тĕрĕс йĕркелесе пыни сывлăха çирĕплетсе ĕмĕре тăсма пулăшать. Апатлану йĕркине пăсни вара нумай чирсен никĕсĕ пулса тăрать.
В. ГРИГОРЬЕВА,
пĕтĕмĕшле практика врачĕ.