18 июня 2011 г.
Ермакова ĕçре«Ермак»пулăшать
Çын фантазийĕн чикки чăннипех те çук темелле. Тĕрĕссипе ку çапла пулмалла та ĕнтĕ. Пурнăç та, вăхăт та пĕр вырăнта тăмаççĕ. Апла пулсан çĕннине, ыттисемшĕн тĕлĕнтермĕш пулса тăраканнине ăса хывмалли, пурнăçа кĕртмелли те пирĕн сахал мар. Куç хăрать те алă тăвать тесе ахальтен каламаççĕ. Кăмăл пултăр кăна.
Паянхи сăмахăмăр вара Николай Васильевич Ермаков пирки. Вăл Юнкă ялĕнчен. Шупашкарта элеваторта хурал службин пуçлăхĕнче ĕçлет. Пĕр талăк ĕçре те тепĕр виçĕ талăк килте. Пушă вăхăт çителĕклех темелле.
Унăн пĕр «хобби» пур темелле пулĕ. Вăл техникăпа кăсăкланма питĕ юратать. Пушă вăхăтра вара тĕрлĕрен ял хуçалăх техники ăсталассипе тăрмашма кăмăллать.
Ку хавхалану туйăмĕ унра 2004 çултах çуралнă. Килти хушма хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама ун чухне вăл кивĕрех мотоблок туяннă. Ăна майлаштарса çитерсе усă курма пуçăннă.
Анчах та мотоблокăн хăвачĕ пĕчĕкрех пек туйăннă ăстаçăна. Вара вăл техникăн хăватне чĕн сыпăнăвĕ урлах йĕркелесе урăх техника хатĕрĕ ăсталама шут тытнă. Техникине те тытăнкăллăраххине тата хăватлăраххине пухма пуçăннă. Кунта тата чи кирли вăл акă мĕнре. Мотоблокпа ĕçленĕ чухне çын агрегат хыçĕнче утса пырать пулсан, вăл унăн ларкăчне урăхла мелпе майлаштарса çĕре культиваци тунă, курăк çулнă тата çĕр улми кăларнă чухне хыççăн утса пымалла ан пултăр тенĕ. Тĕрĕссипе ĕçленĕ чухне мотоблока алă вĕççĕн тытса пыма вăй та сахал мар кирлĕ. Унăн техникипе ĕçленĕ чухне вара руль кăна тытса пымалла. Техникине шÿтлесе тенĕ пек «Луноход» ят панă.
Интересленекен çыннăн ĕмĕт-шухĕсем татах анлăланнă. «Луноходăн» 8 лаша вăйĕ те ăна çителĕксĕртерех туйăнма тытăннă. Çапла вара вăл кивĕ «ВАЗ-2105» маркăллă автомашина запас пайĕсемшĕн туяннă. Унран халĕ ĕнтĕ хăватлăрах техника ăсталанă. 60 лаша вăйĕллĕ пулнă вăл. Ку техника хатĕрĕн вара передачăсен коробкисем иккĕ, 25 хăвăртлăх режимĕ, кăкармалли гидравлика системи те, НШ 32 насус та, Р 82 гидрораспределитель те, тăватă хăвăртлăхпа ĕçлекен хăват пухмалли вал та пур. Тепĕр мини-трактортан пĕртте кая мар.
Николай Васильевич хăйĕн техникипе çĕрне те сухалать, рет хушшисене те кăпкалатать, культиваци те тăвать, курăк та çулать, тавăрса пуçтарать, им-çамсем те сапать, шăварать, çĕр улми те кăларать. Прицеп кăкарса вара тĕрлĕ тиевсем те турттарать. Трактор çумнех тырă авăртмалли агрегат та сыпăнтарма пулать.
Кабинăра мĕн кирли пурте пур. Приборсем те, сигнализаци те, вăрласа каясран сыхланмалли хатĕрсем те, автомагнитола та. Çумăр вăхăтĕнче «дворник» ĕçлет, сивĕ çанталăкра кабинăна ăшăтма пулать, каçхине вара фара çутипе çÿреме май пур. Поворотниксем те, отражательсем те хăйсен вырăнĕнчех. Пĕр сăмахпа каласан ятарлă техникăнни пекех. Анчах та çакă вăл – пĕтĕмпех хăйĕн аллипе ăсталани. Тĕп уйрăмлăхĕ çакăнта кăна.
Николай Васильевич хăех сварщик та, токарь те, слесарь те. Алли чăннипех те ылтăн темелле. Ял хуçалăхĕнчи кирек епле ĕçе пурнăçлама та унăн техника пур.
– Иртнĕ çул çанталăкĕ шăрăх, çумăрсăр пулчĕ. Çавна май пахчари культурăсене шăварма агрегат хатĕрлерĕм, – каласа парать ăстаçă. – Трактор хыçне кăкарма пичке тупса килтĕм, шыв уçламалли тата сирпĕтмелли хатĕрсем майлаштартăм. Пахчари культурăсем шыв çитменнипе аптăрамарĕç, вĕсен тухăçĕ те ытти çулхисенчен кая пулмарĕ.
Ун патĕнче пулсан мини-трактор паркне лекнĕнех туятăн. Мĕнле кăна агрегат ăсталаман пулĕ вăл хăйĕн аллипе; Çĕр улми кăлармалли копалкăсем кăна виçĕ йышши. Пĕр рет кăлараканни те, икĕ рет кăлараканни те пур. Пĕр копалкипе вара, нимĕçсен копалкине пăхса хăйне май майлаштарнипе, усă курса пăхма та ĕлкĕреймен-ха. Сăмах май вăл Интернетпа туслă. Çĕнĕлĕхсемпе унта та паллашма тăрăшать. Нимĕçсен копалкине те çавăнта шыраса тупнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекенсем Украинăра та пур иккен. Ку е вăл агрегата мĕнле майлаштарни, епле усă курмалли пирки час-часах шăнкăравласа та ыйтса пĕлеççĕ, Интернет урлă та çыхăнăва тухаççĕ.
– Çĕр улми лартмалли сажалка хатĕрлеймерĕм-ха. Çак ĕçе те механизацилеме шухăш пур,– пĕлтерет Николай Васильевич. – Çĕрĕ çитет. Пай çĕрĕсене тата харпăрлăхри пĕр гектар çĕр участокне шутласан 5 гектар ытла пухăнать. Кунти пур ĕçе алăпа пурнăçлама май çук вĕт.
Ăстаçăн пуçĕнче вара малашне пурнăçа кĕртмелли ытти шухăш-тĕллевсем татах сахал мар. Вĕсем пирки – тепрехинче.
В. ШАПОШНИКОВ.
PS. Халĕ сăмахăмăр вулакансем патне. «Ăстасем хамăр хушăрах» ятпа çĕнĕ рубрика уçни ăнсăртран мар. Юнкăри Н.В. Ермаков пек ăстасем, пултаруллă çынсем пирĕн хушăра сахал марри паллă. Апла пулсан айтăр-ха вĕсем пирки ыттисене те пĕлтерер, каласа парар, вĕсемпе паллаштарар. Кунта çĕр ĕçлемелли техника хатĕрĕсем ăсталакансем кăна мар, ытти енĕпе хăйсене кăтартакансем те пулма пултараççĕ. Калăпăр пĕри çил вăйĕпе е шыв юххипе усă курма май паракан генератор е урăх агрегат ăсталанă, тепри йывăçран тĕрлĕ хатĕрсем касса тума маçтăр, виççĕмĕшĕ юр çийĕн çÿремелли техника пуçтарнă... Тен сывлăша çĕкленмелли аппарат туса хатĕрлекенсем те хамăр хушăрах; Апла пулсан редакцие шăнкăравласа пĕлтерме е пирĕн пата кĕрсе тухма ан манăр. Çырусем те кĕтетпĕр сирĕнтен.