Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина пулăшăвĕ тивĕçлĕ шайра пулĕ

18 июня 2011 г.

Медицина пулăшăвĕ тивĕçлĕ шайра пулĕ

Медицина ĕçченĕн ăсталăхĕпе пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра, ĕç опычĕ пуян пулсан çынсем ăна ытларах шанаççĕ. Шанатăн пулсан вара вăл панă сĕнÿ-канаша та ăса хыватăн. Районти медицина сферинче паян ăста специалистсем сахал мар. Кун çумне кунсерен илтекен модернизаци сăмаха хушсан медицина пулăшăвĕн шайĕ татах та ÿсмелли курăнать. Çакăн çинчен тĕплĕнрех «Муркашри тĕп больница» муниципаллă сывату учрежденийĕн тĕп врачне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне В.Г. ДАНИЛОВА каласа пама ыйтрăм.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программи пурнăçа кĕрсе пыни пире, Муркашсене, мĕн парать-ха;

– Малтанхи çулсенче эпир «Сывлăх» нацпроектпа чылай оборудовани туянтăмăр, медицина техникине те, автотехникăна та çĕнетрĕмĕр. Халĕ пурнăçланса пыракан Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕ – питĕ лайăх программа. Республикăна пĕтĕмĕшле 4 миллиард тенкĕ ытла уйăрса параççĕ. Муркашсене çавăнтан 20 миллион тенкĕ ытла тивет. Çак суммăпа мĕнле усă курма палăртнă-ха;

Малтанах модернизаци виçĕ енлĕн пулса пынине каламалла. Пĕрремĕшĕ – сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăх базине пуянлатасси, çĕнетсе çирĕплетесси. Акă Мăн Сĕнтĕрти районти иккĕмĕш номерлĕ тĕп больницăри хирурги уйрăмĕ вырнаçнă çуртăн çивиттине çĕнетме тата шалти юсав ĕçĕсене ирттерме 3 миллион тенкĕне яхăн уйăрнă. Хальхи вăхăтра ĕçсене пурнăçлакана суйласа илессипе аукцион пырать. Района 7,5 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ медицина оборудованийĕ çитмелле. Ку вăл: маммограф (хальхи вăхăтра диспансеризаци вăхăтĕнче 40-рен иртнĕ хĕрарăмсене кашни эрнере Шупашкара ятарлă машинăпа тĕрĕслеве турттаратпăр), пысăк пахалăхлă çĕнĕ УЗИ аппарачĕ тата питĕ кирлĕ фибробронхоскоп.

Модернизацин иккĕмĕш енĕ информаци технологийĕсене пырса тивет. Кирлĕ чухлĕ компьютер туянма, вĕсене Интернетпа çыхăнтарма пулĕ. Тĕп больницăпа пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем те Интернетпа çыхăннă. Çапла майпа врач патне электронлă майпа (компьютерпа усă курса е тата телефонпа та) çырăнасси пулса пырать. Кунта врачсемпе канашланă хыççăн электронлă майпа Республика больницинчи специалистсем патне «черете тăма» май пур. Малашне медицина картти те электронлă майпа тулса пырĕ.

Виççĕмĕшĕ – медицина пулăшăвĕ памалли стандартсемпе ĕçлесси. Хальлĕхе пирĕн больницăра вăтăра яхăн чире стандартпа сиплеççĕ. Стандартпа ĕçлесси пĕр-пĕр чир пуррине çирĕплетме палăртнă анализсем парассине, палăртнă консультацисем ирттерессине, çынна палăртнă оборудованипе тĕрĕслессине тата палăртнă эмелсемпе сиплессине пĕлтерет.

Чирсене стандартпа сипленĕшĕн вара Обязательнăй медицина страховани фончĕ укçа уйăрса парать. Çав суммăн 60-70 проценчĕ чире сиплекенсене ĕç укçи тÿлеме, 30-40 проценчĕ эмелсем тата тĕрлĕ медицина хатĕрĕсем туянма каять. Стандартпа ĕçленине тишкерсе тăма тĕп больница шайĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕ ĕнтĕ. Çапла майпа пахалăхлăрах ĕçлесен медицина ĕçченĕсен ĕç укçи те ÿсмелле.

– Ĕç укçи пирки тĕплĕн-рех калас пулсан;

– Июнĕн 1-мĕшĕнчен пур персоналăн та ĕç укçи 6 процент чухлĕ ÿсет. Çулталăкăн малтанхи тăватă уйăхĕнче ĕçченсене хавхалантару пайне тÿлеме майсем пулмарĕç. Патшалăх заказне пурнăçланине, пур ĕçчен те хăйĕн ĕçне мĕнле пахалăхпа тунине тишкерсе май уйăхĕшĕн ăна пурне те ĕç укçи çумне хушса тÿленĕ: врачсене 2 пин тенкĕне яхăн, медицина сестрисене 1 пин тенкĕне яхăн, кĕçĕн персонала 500 тенкĕне яхăн.

– Кăçал вăя кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн пациентăн врач суйласа илме ирĕк пур. Сăмахран, манăн хама сиплекен терапевт патĕнчен урăххи патне куçас тесен мĕн тумалла;

– Ку ыйтăва татса парассинче пăтăрмахсем çук. Маларах та пирĕн практикăра врач суйласа илнĕ тĕслĕхсем пулнăччĕ. Сăмахран, операцие пĕр-пĕр хирурга тума шаннăран. Паллах, чирлĕ çынпа врач хушшинче психологи тĕлĕшĕнчи килĕшÿлĕх пулсан лайăх. Çавăнпа та ыйтăва яланах пациентсене майлă татса панă. Халĕ вара педиатра, терапевта, участок врачне ылмаштарас текенĕн çакăн пирки пĕлтерсе больница администрацине заявлени çырма ирĕк пур.

– Апла пулсан врачăн ăсталăхĕ, унăн квалификаци шайĕ те тĕп вырăн йышăнать.

– Çапла. Врачсемпе медицина сестрисен квалификацине ÿстерессипе юлашки çулсенче уйрăмах хытă тăрăшатпăр. Акă 5 – 6 çул маларах аслă категориллĕ икĕ врач кăна ĕçленĕ пулсан паян вĕсем вун иккĕн. Аслă категориллĕ медицина сестрисем те чылаййăн.

Республикăра шыçă чирĕсене хирĕç кĕрешмелли ятарлă программа ĕçлет. Çакна шута илсех пирĕн больницăра вăй хуракан Н.А. Кожевников врач ятарлă пĕлÿ илчĕ. Халĕ вăл республикăри чи лайăх онкологсен йышĕнче. Пур фельдшер тата малтанхи сыпăкра медицина пулăшăвĕ паракан медицина сестрисем те республикăри шыçă чирĕсен больницинче ятарлă курссенче вĕренсе тухрĕç. Вĕсем халĕ рак чирне курăнакан паллăсем тăрăх тупса палăртма пултараççĕ. Ăста специалистсем нумайрах пулни чи малтанах медицина пулăшăвĕ ыйтакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Больницăра эндоскопи служби активлă ĕçлет. Шăмат кунсерен пирĕн больницăра медицина наукисен кандидачĕ, республикăри шыçă чирĕсен больницин эндоскописчĕ Д.Н. Трофимов чирлисене йышăнать. С.В. Овчинников эндоскопистпа пĕрле акă иртнĕ çул вĕсем шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнăран чирлисене сиплес ĕç те эффективлă иртрĕ.

Чирлисене юн парса пулăшасси те районта лайăх пулса пырать: юн яланах пур. Акă Пĕтĕм тĕнчери донор кунĕнче «Республикăри юн яракан станци» республикăри патшалăх учрежденийĕн тĕп врачĕн Тав çырăвне илме тивĕç пултăмăр.

– Тухăçлă ĕçлекенсене уявра республика шайĕнче те палăртаççĕ пулĕ. Çакăн пек тимлĕхе камсем тивĕçеççĕ;

– Медицина ĕçченĕн кунне халалласа ирттернĕ конкурссене хутшăннăшăн Т.В. Яковлева педиатри участокĕн медицина сестри, А.Н. Иванова стоматологи уйрăмĕн медицина сестри дипломсене тивĕçрĕç. 2010 çулхи пĕтĕмлетÿпе «Республикăри чи лайăх терапевт» пирĕн больницăра ĕçленипе те мăнаçланатпăр. Вăл – И.Ф. Королькова кардиолог врач, терапи уйрăмĕн ертÿçи.

Медицина ĕçченĕн кунĕнче Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин Хисеп хучĕсем парса тĕп медицина сестрине М.Ю. Шараповăна, участок терапевтне А.А. Алексеевăна тата шăл тухтăрне С.Ю. Петровăна чысларăмăр. Министерствăн Тав çырăвĕсене тĕп врач çумĕ О.Ю. Попова, онколог врач Н.А. Кожевников тата операци медицина сестри С.Г. Алексеева илме тивĕç пулчĕç.

Тухăçлă ĕç, ăнăçусем пирки асăннă чухне çакна та каласа хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп. Икĕ эрне каялла пирĕн районти пĕтĕмĕшле практика врачĕн Йÿçкассинчи (врачĕ Р.Н. Михайлова) тата Шетмĕпуçĕнчи (врачĕ Э.В. Петрова) уйрăмĕсенче Киров облаçĕн делегацийĕ пулчĕ. Пирĕн районта çак ĕçе епле йĕркеленипе кăсăкланнă май хăнасем кăмăллă юлчĕç.

Апрель уйăхĕнче республика президенчĕ М. Игнатьев Катькасри уйрăмра (врачĕ Е.М. Воронина) тата Мăн Сĕнтĕрти поликлиникăра пулса курчĕ. Медицина пулăшăвĕ паракан малтанхи сыпăкăн ĕçĕпе паллашса президент та кăмăллă пулнине палăртнăччĕ. Кун пирки вăл тепĕр кунхи республика конференцийĕнче те (Канашра иртнĕччĕ) каларĕ. Çакă паллах медицина ĕçченĕсен кăмăлне хăпартать.

Çапла вара район шайĕнчи медицина сферинче çитĕнÿсем пур. Çапах та пурнăçа кĕртмелли чылай. Эпир хамăрăн коллективпа ĕçе тивĕçлĕ шайра туса пырăпăр.

Çитсе килекен уяв ячĕпе – Медицина ĕçченĕн кунĕпе – пур медицина ĕçченне те саламлатăп, ырлăх, савăнăç, тăнăçлăх, вăй-хал, ăнăçусем тата çирĕп сывлăх сунатăп.

– Калаçушăн тавах. Сире те ыранхи уяв ячĕпе саламласа сывлăх сунатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика