18 июня 2011 г.
Паспорт машинăпа вуланать
РФ Правительствин Председателĕ В. Путин çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортĕнче çырнине машинăпа вуласси çинчен» йышăну тунă.
Çĕнĕ паспорта пачах çĕнĕ темелле мар. Унчченхипе унăн уйрăмлăхĕ – фотографи айĕнче паспорт тата унăн хуçи çинчен çырнине машинăпа вуламалли икĕ йĕрке хушăнни. Унта гражданинăн хушамачĕпе ячĕ, ашшĕ ячĕ, çуралнă кунĕ, арçын е хĕрарăм пулнине палăртни, паспорт серийĕпе номерĕ, паспорт панă подразделенин кочĕ, хăçан панине кăтартни, хăш патшалăх паспорчĕ пулни тата гражданлăха кăтартни пулĕç.
Çĕнĕ паспортсене 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама пуçлаççĕ. Паспорт илме е улăштарма вăхăт çитмен пулсан ăна халĕ улăштарма ыйтмаççĕ. Унчченхи паспорт вăйне çухатмасть.