18 июня 2011 г.
Катькассем пуçаруллă пулчĕç
Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Çимĕк уявĕ чухне Катькас ял халăхĕ кану паркне ял уявне пухăнать. Çак кун çанталăкĕ те пирĕнпе савăнчĕ темелле. Вăраха кайнă çумăр хыççăн ирпе ирех хĕвеллĕ те янкăр тÿпе пулни кăмăла çĕклерĕ.
Уява пухăннă халăх «Тăван ялăм – савнă ял» сăн ÿкерчĕксен стенчĕпе тата А.Н. Петров хатĕрленĕ ытти стендсемпе паллашрĕ. Ача-пăча пĕрене çинче пĕр-пĕринпе михĕпе кĕрешсе вăй виçрĕ. Яшсемпе аслăраххисем турник çинче туртăнса хăйсене тĕрĕслерĕç. Шахматла вылякансем те, волейболла вылякансем те хаваслă туйрĕç хăйсене. И. Осиповăн, Ф. Серовăн, Н. Мироновăн тĕррисенчен хатĕрленĕ ал ĕç куравĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. А. Егоровăпа Л. Егорова ял халăхне килте вĕретнĕ сăрапа сăйларĕç, Л. Мочалова, В. Волкова кукăльпе хăналарĕç.
Уяв ячĕпе ял халăхне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн ертÿçи Н.Г. Ванеркин, кунта çуралса ÿснĕ, халĕ Муркаш районĕн хисеплĕ çынни В.С. Краснов тата ыттисем те саламларĕç. Николай Григорьевич ял çыннисене парне турĕ: Мăн Токшикри «Тăванлăх» фольклор ушкăнĕн концертне пурте тÿлевсĕр пăхрăмăр.
Ял уявне ялти пуçламăш шкулта вĕренекенсем те илем кÿчĕç. Тĕрлĕ конкурссене хутшăннисене, спорт вăййисенче мала тухнисене, ал ĕç ăстисене пурне те парнесем парса чысларăмăр.
С. Мочаловăпа Л. Мочалова ял халăхĕ валли тутлă шÿрпе пĕçерчĕç. Вĕсене Л. Яковлева, Л. Иванова, Ю. Мочалов пулăшрĕç.
Уява йĕркелес ĕçре культура ĕçченĕсем, ача садĕнче ĕçлекенсем, ялти депутатсем питĕ активлă пулчĕç.
А. УГАРОВА,
Катькас ял библиотекин ертÿçи.