18 июня 2011 г.
Гражданлăх пирки
Турист сезонĕ çитнĕ май çĕр-шывсем хушшинче визăсăр çÿрессипе тунă килĕшÿпе Украинăна, Абхазипе Кăнтăр Осетие, Кăркăс Республикине, Казахстан Республикине, Таджикистана çула тухакансем валли. Асăннă çĕр-шывсене кайнă чух пĕрле 14 çул тултарман ачасене илес текенсен маларах федераллă миграци службин районти территори пунктне пырса ачан çуралнă хучĕ çине Раççей Федерацийĕн гражданлăхне çирĕплетсе пичет ларттармалла.
Ачан çуралнă хутĕнче Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ çук пулсан пичет лартмаççĕ.
Л. ПЛЕЧОВА,
федераллă миграци службин
районти территори пункчĕн пуçлăхĕ.