08 июня 2011 г.
Шывра инкексем ан пулччăр
Шыв хĕрринче канасси çынсен йăлине çирĕпрех те çирĕпрех кĕрсе пырать. Шыв вара илемлипе пĕрлех хăрушлăх кăларса тăратма та пултарать. Çакăн пирки паян Муркашри тĕп больницăри васкавлă пулăшу уйрăмĕн ертÿçи Н.А. АРТЕМЬЕВА врач аса илтерет:
– Шыв хĕрринче канасси инкеклĕ ан пултăр тесен шыва кĕме юраман вырăнта шыва ан кĕрĕр. Шыва кĕме суйланă вырăнта çырансем чăнкă ан пулччăр, шыв тĕпĕ урана ыраттарма пултаракан йывăç тымарĕсемсĕр пултăр. Пĕлмен вырăнта шыва сикни тĕрĕс мар. Тепĕр чух çак вилĕм патнех илсе çитерме пултарать. Шыв тĕпĕнче темĕн те пулма пултарать-çке-ха: чул та, тимĕр-тăмăр та...
Хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн, эрех ĕçнĕ хыççăн та шыва кĕмелле мар.
Çырантан вăраххăн тарăнланса пыракан вырăнсенче шыва асăрханса утса кĕмелле. Ытла инçе ишсе кайма ан тăрăшăр, мĕншĕн тесен каялла килме вăй çитмесен те пултарать.
Шыв юххи тĕлне лекрĕр пулсан ăна хирĕç ишмелле мар, ăна майлă майĕпен çыран еннелле пăрăнса пымалла. Шыв çаврăнăшĕнчен ăста ишекенсем те аран-аран ишсе тухнине шута илсе шыв çаврăнăшĕ патне пымалла мар.
Шывра кашнинех хăйне йĕркеллĕ тытмалла. Выляма пуçласан хăвăрăн юлташусене куçран вĕçертмелле мар. Пĕр-пĕрне шывра вылямалла путармалла мар, шÿтлесе «путатăп, пулăшăр!» тесе кăшкăрма юрамасть.
Шывра 10-15 минутран ытла, шăлсем пĕр-пĕрин çумне перĕнми пуличчен ан тăрăр. Шăнăрсем туртса лартсан шывран тÿрех тухмалла, пулăшу ыйтмалла.