08 июня 2011 г.
Водитель удостоверенийĕ: çĕнĕлле
Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин 2011 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнчи 206 " хушăвĕпе водитель удостоверенийĕн çĕнĕ тĕслĕхĕ вăя кĕчĕ.
Мĕнлерех-ха вăл; Пĕтĕм тĕнчипех водитель удостоверенийĕ А6 форматлă (148 х105 мм) кĕнеке евĕр, сăрă тĕслĕ хуплашкаллă, виçĕ листаран тăрать. Шалти тăватă шурă листине çиппе çĕлесе хунă.
Удостоверение хутран хатĕрленĕ, удостоверени бланкĕ вара суя документ тăвассинчен хÿтĕленĕ полиграфин «В» шайĕнчи продукци шутланать. Удостоверенин шалти страницисенчи информаци хуплашкан иккĕмĕш страницинчи содержанипе пĕр килет: французла çырнине вырăс, акăлчан, испани, нимĕç, итали, араб, яппун тата китай чĕлхисем çине куçарни.
Удостоверени панă чухне унта пичетлемелли хатĕрпе е тата ятарлă хура чернилпа е хура тĕслĕ пастăпа çыраççĕ. Удостоверение мĕн те пулин çырса хумалла чух унта латин алфавитĕнчи сас паллисемпе тата араб цифрисемпе усă кураççĕ.
Ятарлă вырăна ялтăртатман хут çине кăларнă хура-шурă е тĕслĕ 35х45 мм калăпăшлă сăн ÿкерчĕк çыпăçтараççĕ. Сăн ÿкерчĕк айне ятарлă чернилăпа е хура тĕслĕ пастăпа алă пусмалла.
Удостоверенире çырнисене тата унти сăн ÿкерчĕке Патшалăх автоинспекцин çаврака пичечĕпе çирĕплетеççĕ.
С. ИВАНОВ,
районти шалти ĕçсен
пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх
инспекцийĕн ертÿçин тивĕçне
вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.