Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Троица

08 июня 2011 г.

Троица

Троица уявĕ – Святой Сывлăш апостолсем çине аннă кун – çитес вырсарни кун килет. Çак пысăк уяв пирки, ун умĕнхи Ваттисене асăнмалли кун çинчен тата ун хыççăнхи Святой Сывлăш кунĕ пирки паян пире Муркашри Владимир Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте каласа парать:

– Троица пирки сăмах пуçариччен малтан Иисус Христос Турă Пĕлĕт çине çĕкленни пирки те каласа хăвармалла. Çав кун Вăл апостолсене Иерусалима кайăр та пÿртрен тухмасăр кĕл тăвăр, эпĕ сирĕн çине Святой Сывлăш ярăп, тенĕ.

Кун пирки Çĕнĕ Заветра ак мĕнле çырса панă:

«Аллăмĕш кунхи праçник кунĕ, ирхине, вĕсем пурте пĕрле пĕр шухăшпа тăнă. Вăйлă çил кĕрлесе килнĕ пек, пĕлĕт çинчен сасă сасартăк илтĕннĕ те вĕсем тăракан пĕтĕм пÿрте пырса тулнă. Вĕсене вут чĕлхесем пек чĕлхесем уйрăммăн тăрса курăннă та, харпăрăшĕ çине пĕрер чĕлхе чарăнса тăнă. Вара Вĕсем пурте Святой Сывлăшпа хăватланнă та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, урăх чĕлхесемпе калаçа пуçланă. Турра ĕненсе тĕнчери пур халăх хушшинче пурăнакан иудей çыннисем ун чухне Иерусалимра пулнă. Çак кĕрленĕ сасă илтĕнсен, халăх пухăннă та аптăра юлнă: вĕсем пурте Апостолсем хăйсен чĕлхипе калаçнине илтнĕ. Пурте, пĕр-пĕринпе калаçса, ăсран кайса тĕлĕнсе тăнă: çак калаçакансем пурте Галилея çыннисем мар-и вара; Епле тата эпир пурсăмăр та вĕсем пирĕн чĕлхепе калаçнине илтетпĕр; ... вĕсем Турăн пысăк ĕçĕсем çинчен пирĕн чĕлхепе калаçнине илтетпĕр, тенĕ. Пурте ăсран кайса тăнă, ăнланаймасăр, пĕр-пĕрне каланă: мĕн пулать-ши ку; тенĕ. Хăшĕ тата мăшкăлласа каланă: вĕсем тутлă эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, тенĕ».

Тепĕр майлă каласан апостолсем хăйсем çине аннă Святой Сывлăшпа хăватланнă. Турăн ĕçĕсем çинчен кашни халăха хăйсен чĕлхипе каласа панă. Пур халăх та вĕсем патне туртăннă. Çак никĕс çинче Христиансен Чиркĕвĕ йĕркеленнĕ те ĕнтĕ.

Çак куна асра тытса, хисеплесе кашни чиркÿрех Троица кунĕнче кĕлĕсем иртеççĕ. Кĕл туса эпир те апостолсен тĕслĕхĕпе Турăран пирĕн çине те Святой Сывлăш антарма йăлăнатпăр, пирĕн пурнăçа майлаштарса ятăр тесе ыйтатпăр.

Троица уявĕнче тĕне çирĕп тытакан йăла пур. Храмсене, чиркÿсене йывăç тураттисемпе илемлетеççĕ. Ку вăл малтанхи вăхăтранах пырать. Туратсем, курăксем чиркÿре тасалаççĕ. Çав туратсене уяв хыççăн ĕненекенсене валеçсе параççĕ. Курăк-туратсемпе ĕненсе усă курсан вĕсен сиплĕхне туйма пулать. Кил таврашĕнче те чиркÿре тасатнă курăк-туратсем тирсе хураççĕ: хапха çине, алăк умне.

ВАТТИСЕН ПРАÇНИКĔ

Святой Сывлăш аннин уявĕ Иисус Христос Турăн этеме каялла çăтмаха тавăрмалли ĕçне вĕçлекен утăм шутланать. Маларах эпир каларăмăр ĕнтĕ, Троица уявĕнче апостолсем çине Святой Сывлăш аннă евĕр пирĕн çине те Святой Сывлăш антăр тесе кĕл тăватпăр тесе. Анчах та хальхи вăхăтра пурăнакансен çеç мар, пиртен маларах пурăннисен те çакăнта хутшăнмалла. Çавăнпа та эпир вĕсем çине те Святой Сывлăш антăр тесе вĕсене пурне те Ваттисен праçникĕнче асăнатпăр. Вилнисем те çак Святой Сывлăш аннă тăрăх Турăн ырлăхне илччĕр тесе асăнатпăр.

Ваттисен праçникĕ чухне те чиркÿсенче кĕлĕ пулать. Çавăнпа та маларах каланине шута илсе чиркĕве кайса вилнисене пурне те асăнтармалла, просфор кастармалла. Чиркÿре мĕн чуль нумайрах халăх кĕл тăвать, çавăн чухлĕ лайăхрах. Çак кĕлĕ питĕ вăйлă. Мĕншĕн тесен пурте пĕр кĕлĕпе тăратпăр. Кашни çын кĕл туни Турă патне пĕр кĕлĕ пек каять.

Кĕлĕне килнĕ чух пăтă е ытти çимĕç илсе килсе тасатмалла. Кайран килте сĕтел çине лартмалла.

Чиркÿре ваттисене асăнтартăмăр, çимĕçе тасатрăмăр, кĕлĕ вĕçленчĕ. Хыççăн таса йĕрке тăрăх масар çине кайса вилнĕ тăван-хурăнташсене вĕсен вил тăприсем çинче кĕске кĕлĕпе (лития) асăнмалла. Ку ĕçе тума пачăшкăсене чĕнсен те аван, анчах та кашни çыннăн çак кĕлĕне туса ирттерме йĕрки пур.

Мĕнле йăнăшсем тăватпăр-ха çак праçникра;

Килте те, масар çинче те эрех ĕçме юрамасть. Эрех – чуна савăнтарать, çавăнпа та вилнĕ çынна эрехпе асăнни – вĕсене хисепе хуманни, кÿрентерни. Пирĕн чăн-чăн йĕрке (устав) тăрăх масар çине те ĕçмелли-çимелли илсе каймалла мар. Апат-çимĕçпе килте асăнни çителĕклĕ. Масар çинче вара кĕлĕ вуласа асăнмалла, вил тăприсене юсаса хăвармалла, чечек лартса илемлетмелле...

Вилнисем валли тесе уйрăм чашăк-тирĕк те лартмалла мар. «Пирĕнпе килсе лар, çи» тени те вырăнлă мар. Чун вăл – сывлăш, çавăнпах вăл килсе апат (материаллă япала) çиеймест. Чуна çакна чăтма та йывăр. Вилнĕ çыншăн çакă мăшкăл пек пулать. Вăл çиейменнине пĕлсех çиме кил темелле мар.

Чун апачĕ вăл – уншăн кĕл туни, вилнисен ячĕпе ырă ĕçсем туни пулать. Вăл çавăнпа тăранать те. Çапла вара Ваттисен праçникĕнче чиркÿре кĕл тумалла, масар çинче, кайран килте – сĕтел хушшине ларас умĕн. Çапла чухне çеç эсир вилнисене асăнатăр. Сĕтел хушшине ахаль кĕрсе ларни вăл асăнни мар.

СВЯТОЙ СЫВЛĂШ КУНĔ

Пирĕн Турă виçĕ ипостаслă: Атте Турă, Ывăл Турă, Святой Сывлăш Турă. Святой Сывлăш Турăна хисеплесе ятарласа кун пур: Троица хыççăнхи кун.

«Çĕр çинче ĕçлеме юрамасть, çĕр праçникĕ» теççĕ çав куна халăхра. Юрамасть тени вăл çав вăхăтра кĕлĕре пулмалла тенине пĕлтерет.

Святой Сывлăш кунĕ – пысăк уяв. Турă пире Святой Сывлăш урлă ырлăх парать. Пĕтĕм япала Святой Сывлăш аннипе тасалать. Эпир хамăр пурнăçра та кĕл туса тасатнă япаласемпе усă куратпăр (сăмахран, машина, хваттер, чиркÿрен тасатса илсе килнĕ шыв...). Апла пирĕн Святой Сывлăша хисеплеме тăрăшмалла. Ăна тав тăвасси – кĕл тунинче. Турăн пĕр ипостасне ятарласа асăнмалли кун çулталăкра пĕрре кăна. Çавăнпа та Ăна кĕл туса тав тума манмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика