08 июня 2011 г.
Пилĕк уйăхра – 162 пепке
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи пилĕк уйăх хушшинче районĕпе 162 ача çуралнă. Чи нумаййи – 23 ача – Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнче кун çути курнă. Москакасси ял тăрăхĕнче ку хисеп 17-пе, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче 16-па танлашать.
Çав вăхăтрах январь – май уйăхĕсенче 243 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Иртнĕ çул ку тапхăрта вилекенсем 266 пулнăччĕ. Çатракасси ял тăрăхĕнче вилекенсем 29 çын, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче 28 çын, Муркаш ял тăрăхĕнче 22 çын пулнă.
Пилĕк уйăх хушшинче çĕнĕрен 55 çемье чăмăртаннă. Туйсем ирттерессипе Йÿçкассисем малта. Кунта 10 мăшăр хăйсем çемье çавăрнине официаллă майпа регистрациленĕ. Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче çемье çавăракансем 8 пулнă. Иртнĕ çул пилĕк уйăхра 60 çемье чăмăртаннăччĕ.
Отчетлă тапхăрта кăçал 18 çемье арканнă.
Хамăр инф.