Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ çулĕпе тунă çитĕнÿ

08 июня 2011 г.

Çĕнтерÿ çулĕпе тунă çитĕнÿ

Интернационалла çар тивĕçне пурнăçланисем – паянхи çамрăксемшĕн хăйне евĕр паттăрлăх тĕслĕхĕ. Ĕнерхи афганецсем паян та хăйсем пирки ыррине çеç калаçтараççĕ. Вĕсем туса ирттерекен ĕçсем çамрăксене Тăван çĕр-шыва, хамăр халăха, сывă пурнăç йĕркине ытларах юратма вĕрентеççĕ.

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче Афганистан вăрçин инваличĕсемпе вĕсен çемье членĕсен «ВоИн-спорт-2011» спартакиади иртрĕ. Кăçалхи ăмăртусене спартакиада йĕркелÿçисем Совет Çарĕсене Афганистан Республикинчен илсе тухнăранпа 22 çул тата Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине халалланă.

Иккĕмĕш çул ирттерекен çак спартакиадăран Муркашсем те пăрăнса юлмарĕç. Пĕтĕмлетсе каласан 12 команда хушшинче пирĕннисем начар ăмăртмарĕç. Муркашри афганецсем волейболла выляса 2-мĕш вырăн, канат туртассипе 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кире пуканĕ çĕклессипе К. Петров 5-мĕш вырăн йышăнни те пĕрлештернĕ командăшăн пысăк тĕкĕ пулчĕ. Пирĕннисем шывра ишессипе те ыттисенчен кая юлмарĕç.

Тунă ÿсĕмсемшĕн хамăр интернационалист салтаксене саламлатпăр!

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика