Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак арăмĕ

08 июня 2011 г.

Салтак арăмĕ

Кăçал çĕр-шыв Аслă Çĕнтерÿ кунне 66-мĕш хут паллă турĕ. Мĕн тери пысăк уяв вăл Аслă Çĕнтерÿ кунĕ! Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ, тылра вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ ветерансем умĕнче эпир паян çĕре çити пуç таятпăр. Юнлă вăрçăн пин-пин çапăçу хирĕнче миллионшар салтак ирĕк пурнăçшăн пуçĕсене хунă. Питех те нумаййăн йывăр сурансемпе таврăннă. Вĕсен ячĕсене пирĕн манмалла марах.

Вăрçă… Çак тискер пулăм 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче кашнин патне, кашни çемьене хуйхă-суйхă илсе çитернĕ. Ăна эпир çулсем иртнĕçемĕн ытларах та ытларах ăнланса илетпĕр. Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çĕр-шыва хÿтĕлеме пин-пин арçын çемйисемпе сыв пуллашса фронта тухса кайнă. Хăшĕ-пĕри… яланлăха, ĕмĕрлĕхе.

Çакăн пеккисенчен пĕри – Украина çынни Мефодий Аксентьевич Добровольский. Вăл 1921 çулта Украинăри Трилисы салинче çуралнă. Малашлăх ĕмĕтсемпе пурăнакан çамрăк 1941 çулта тăлăх хĕрпе – Евдокия Тарасовнăпа – çемье çавăрнă. Анчах телейлĕ малашлăха вăрçă ура хурать. Апла пулсан та вĕсен 1942 çулта хĕр çуралать. Галина ят параççĕ ăна. Фронтри çухатусем пĕри тепринчен хăрушăрах. Вăйсем вара татах кирлĕ. 1943 çулта Мефодий Аксентьевичăн та çĕр-шыва хÿтĕлеме ят тухать. Пирĕн мăн асанне Евдокия Тарасовна çулталăкри ачипе пĕччен тăрса юлать. Çав çулхинех вăл упăшки вилни çинчен пĕлтерекен хут илет. Ĕненме йывăр тискер хыпар пулнă вăл çамрăк хĕрарăмшăн. Çамрăк арăм тата пĕчĕк хĕр тĕпренчĕкĕ тăлăха тăрса юлаççĕ... Мĕн чухлĕ пурнăçа хуçман пулĕ çав вăрçă!

Çитменнине Трилисы салине нимĕç фашисчĕсем пырса кĕрсе хуçаланма тытăннă. Чăн-чăн тамăк пулнă вăл вырăнти çынсемшĕн. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсем, карчăк-стариксем тата ачасем çине тиеннĕ. Çав хăрушă çулсене аса илсе Евдокия Тарасовна çапла каласа парать: «Фашистсем ял халăхне ним вырăнне те хумастчĕç. Çавăнпа çынсем урама тухса çÿреме те хăратчĕç. Нумайăшĕ ытларах вăхăта килĕсенче пытанса ларса ирттеретчĕ. Пĕррехинче эпир юнашар Хутора ятлă ял çийĕн (ялĕ пирĕнтен 3 километрта вырнаçнăччĕ) тĕтĕм явăннине куртăмăр: нимĕçсем яла тивертсе янă иккен. Унтан çынсем хытă кăшкăрашни илтĕнме пуçларĕ. Каярахпа вара татах тискертерех хыпар пĕлтĕмĕр. Ирсĕр фашистсем ял çыннисене пурне те – ватти-вĕттине йăлтах – çăла янă, никама та хĕрхенмен. Темиçе кун çăлтан пулăшу ыйтса чуна çÿçентерекен сасăсем пирĕн яла çити илтĕнсе тăчĕç». Калаçу шалтан шала кĕрсе пычĕ. Вăрçă хăрушлăхĕ ума туллирех те туллирех тухрĕ.

– Çакăн хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ пирĕн ялта та тăшмансем хуçаланма тытăнчĕç. Ял çыннисен харпăрлăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе тата апат-çимĕçе пĕтĕмпех фрицсем туртса илчĕç. Хуйхă-суйхă манăн килтен те иртмерĕ. Пирĕн пÿрте те пĕр сăмахсăрах нимĕçсем йышăнчĕç, хама урама хăваласа кăларса ячĕç. Мана вара, пĕчĕк ачаллă хĕрарăма, кÿршĕсем хăйсем патне кĕртрĕç. Тепĕр кунне пире Трилисы çыннисене пурне те фашист салтакĕсем хире хăваласа кăларчĕç. Эпĕ те алă çинчи çулталăкри ачапа мĕн пуласса пĕлмесĕр халăхпа пĕрле утрăм. Уйра пире пĕр рете тăратрĕç те хирĕç тăшман салтакĕсем автоматсемпе тăрса тухрĕç. «Пире персе вĕлерме кăларнă вĕт! Нивушлĕ çакă пирĕн пурнăçăн юлашки саманчĕ; – çаврăнчĕ пуçра шухăш. – Эпĕ ачана кăкăр çумне хытăрах пăчăртаса малалла мĕн пулассине кĕтрĕм. Çав вăхăтра пĕр нимĕç офицерĕ патне илемлĕ те яштака пÿ-силлĕ Эльза ятлă украина хĕрĕ чупса пырса тем калама пуçларĕ. Эльза пирĕн тăрăхсем пулман. Вăл нимĕçсемпе пĕрле килнĕччĕ. Вăл ăçтисем пулнине эпир пĕлмен. Ял халăхĕ вара çав Эльзăна юратмастчĕ, мĕншĕн тесен ăна вĕсем час-часах нимĕç офицерĕсем хушшинче курнă. Пурте вăл тăшмансене пулăшать тесе шутланă. Эпир ăнланнă тăрăх çавăн чух Эльза айăпсăр çынсене ирĕке яма ыйтнă. Кăшт тăхтасан офицер нимĕç салтакĕсене аллипе сулса тем каларĕ те пире салатса ячĕç. Эпир çав тери савăнтăмăр.

Вăхăт иртсен çеç эпир Эльза партизансене пулăшнине пĕлтĕмĕр. Вăл фашистсен пĕр офицерне çывăх вăрманти Черный Яр ятлă вырăна улталаса илсе кайса партизансен аллине тыттарнă. Кунсăр пуçне Эльза партизансене апат-çимĕçпе те сахал мар тивĕçтернĕ. Анчах та кун çинчен нимĕçсем нимĕн те пĕлмен. Эпĕ халĕ те çав украина хĕрне, Эльзăна, пире вилĕмрен çăлнăшăн ырăпа çеç аса илетĕп. Вăрçă хыççăн Эльза пирки вăл нимĕçсем майлă пулман-и тесе ял халăхĕнчен нумай ыйтса тĕпчерĕç. Анчах та Эльзăн ячĕ вараланмарĕ. Вăл пулман пулсан пирĕн ял халăхĕ те пĕтĕмпех пĕтетчĕ. Çав шутра эпĕ те хамăн пепкемпе», - куççульне шăлса аса илчĕ пирĕн ватă асанне.

Халĕ Евдокия Тарасовна Добровольская Тренккă ялĕнче пурăнать. Вăл 92 çулта. 1996 çулта салтак арăмĕ Украинăран Чăваш Республикине пĕртен-пĕр хĕрĕ патне куçса килчĕ, пирĕн енре ватлăх канăçне тупрĕ. Унăн паян тăватă мăнук тата мăнукĕсен ачисем вунпĕррĕн.

Вăл эпир пуррипе савăнать. Кашни çул пĕрле пухăнса ăна Çĕнтерÿ кунĕпе ăшшăн саламлатпăр. Унпа пĕрлех пур ветерансене те, тыл ĕçченĕсене те, вăрçă вăхăтĕнчи ачасене те çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Эсир çавна тивĕç!

А. ХРАМОВА,

Ильинка ял тăрăхĕнчи

хĕрарăмсен канашĕн

председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика