Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă пурăнатпăр

08 июня 2011 г.

Туслă пурăнатпăр

Вăхăт шав малаллах шăвать. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулине Чăваш Республикинчи куç курманнисен обществине кĕрекен 12 вырăнти организаци 36 делегачĕ, чаплă та хаклă хăнасем пухăнчĕç. Унта отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.

Самани халĕ никамшăн та çăмăл мар, куç курманнисемшĕн вара пушшех те. Муркашри куç курманнисен обществи пĕчĕкех мар, 218 çын пĕрлешÿре.

Çулсеренех куç курманнисен шучĕ, шел пулин те, ÿссех пырать. Республикипе вĕсем 4000 çынран та ытларах, анчах та 2300 çын кăна куç курманнисен обществине кĕнĕ. Иртнĕ 5 çул хушшинче тĕрлĕ сăлтавсене пула республикăра 1289 çын суккăрланнă, вĕсенчен 854-шĕ çеç пирĕн ВОС обществине кĕнĕ. Çакă вара пире пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен сусăр çынна яланах пулăшу кирлĕ.

Суккăрланнă çынна чирĕн малтанхи тапхăрĕнче реабилитаци центрне (вăл Волоколамск хулинче вырнаçнă) сипленме яма май пур.

Енчен те сусăрланнă çын 55 – 60 çултан çамрăкрах пулсан ăна 12 тĕрлĕ хушма професси илме вĕренме яма май пур (килти хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕсене, кайăк-кĕшĕке е ытти килти выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетесси, автомашинăсене юсасси, алсиш-чăлха çыхма тата атă-пушмак юсама вĕренесси). Унсăр пуçне тĕрлĕ алă ĕçĕсене вĕренме пулать. Çав хушăрах пилĕк уйăх хушши ăста врач-реабилитологсем, психологсем сусăр çынсене йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла пуçа усмасăр пурăнма вĕрентеççĕ.

Эпир сусăрсемпе яланах ăшшăн калаçатпăр, вĕсене яланах пулăшма хатĕр.

Куç курманнисен обществи район администрацийĕн çуртĕнче 3-мĕш хутра 333-мĕш пÿлĕмре вырнаçнă. Пирĕн Муркашăн вырăнти организацийĕ Элĕкпе Муркаш районĕсене пĕрлештерсе тăрать. Уйăхра пĕрер хут тĕл пулса чун-чĕрене уçса калаçатпăр, хуйха-суйха пĕрле пайлатпăр.

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче эпир Çемье кунне анлăн паллă турăмăр. Çĕртме уйăхĕнче пĕрле тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ун чухне çут çанталăкпа таччăнрах киленĕпĕр, эмел курăкĕсем пухма вĕренĕпĕр. Час-часах тĕл пулаймастпăр та пĕр-пĕринипе курса калаçни паха.

Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене эпир татах та çÿлти шая çитерме пултартăмăр. 2010 çулта республикăри ытти куç курманнисен обществисем хушшинче Муркашпа Элĕк районĕсене пĕр-лештерсе тăракан вырăнти организаци республикăра 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Кунта район администрацийĕн тÿпи те, сывлăха сыхлас енĕпе тата социаллă хÿтлĕх енĕпе ĕçлекенсен, пенси фондĕнче тăрăшакансен, культурăпа вулав центрĕнче ĕçлекенсен тÿпи те пысăк. Ĕçри кăтартусем вара пире татах та лайăхрах ĕçлеме, ырă ĕçсем татах та ытларах тума хистеççĕ.

Эпир, куç курман сусăр çынсем, пурне те чун-чĕререн тав тăватпăр, пирĕн нушана ăнланакансене Турри пур çĕрте те упраса пытăр, хуйхă-суйхă сирĕнтен аякран пăрăнса кайтăр. Сывлăхăр çирĕп, кăмăлăрсем яланах çурхи хĕвел пек ăшă пулччăр, çемйĕрсенче телейпе килĕшÿ хуçалантăр.

А. МИХАЙЛОВА,

куç курманнисен

Муркашри вырăнти

организацийĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика