Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун пирки вĕçĕм аса илтермелле

08 июня 2011 г.

Кун пирки вĕçĕм аса илтермелле

Район хаçачĕн майăн 18-мĕшĕнчи номерĕнче В. Шапошников район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнчен В.Г. Никитинран илнĕ «Тасалăх пирки пĕрле тимлер» интервью пичетленсе тухнăччĕ. Сăмахсăрах паллă, питĕ кирлĕ те вырăнлă статья.

Çавна май мана пĕр самант аса килет. Пĕррехинче эпĕ В. Шапошников патне çÿп-çап пуçтарасси пирки статья илсе пырсан вăл мана: «Эпир ун пирки çырнăччĕ ĕнтĕ»,– тесе каларĕ. «Ун пирки пĕр хут мар, кашни номерте çырас пулать»,– тесе хуравларăм эпĕ ăна. Юлашки вăхăтра район хаçачĕ тирпей-илем, тасалăх ыйтăвĕсене пысăк вырăн уйăрнине мухтамалла кăна.

Хаçатри статьяна эпĕ тепĕр хут та тĕплĕ вуласа тухрăм. Проблемăсене пур енлĕн тата пурне те татса панăн туйăнмасть. Тĕп ыйту – пластик кĕленчесене, унран хатĕрленĕ ытти хатĕр-хĕтĕре ăçта кайса чикессин проблеми халĕ те «сывлăшра çакăнса тăрать». Тĕслĕх илсе кăтартам. Манăн улăх-çаран çинче темиçе хут та ял çыннисен выльăхĕсене кĕтсе çÿреме тиврĕ. Мĕн куратăп-ха эпĕ; Ăçта килчĕ унта пластик кĕленче йăваланса выртать. Кĕтÿ кĕтекенсем усă курнă кĕленчесене унтах пăраха-пăраха хăвараççĕ.

Тем пулсан та кун пек тума юрамасть. Шутласа пăхма арифметик пулни кирлĕ мар. Кун пекех пулсан эпир часах улăх-çарансене те тасамарлăхпа вараласа пĕтерĕпĕр. Çакă вара мĕн патне илсе пырасси те паллă. Пластик савăт таврашĕ çĕрĕшмест. Çĕрĕшсен те унăн юлашкисем сиенлĕ. Вĕсем тăпрана, ÿсен-тăрана, выльăхсене, çынна та сиен кÿреççĕ.

Çавăнпа та пирĕнтен кашнин питĕ асăрхануллă пулмалла. Çÿп-çап ыйтăвне татса парассипе ĕçлемелле те ĕçлемелле.

Çÿп-çап турттарнăшăн тÿлесси пирки çавна каласшăн. Пирĕн шутпа кунта нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе ял çыннисене уйрăммăн шута илес пулать.

В. МАСТЕРОВ,

вăрçăпа ĕç ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика