Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культурăна аталантарассишĕн пĕрле вăй хунă

08 июня 2011 г.

Культурăна аталантарассишĕн пĕрле вăй хунă

1980-мĕш çулсенче культура ĕçĕ-хĕлĕ уйрăмах анлă аталанать. Ун чухне пĕтĕм ĕç-хĕле СССР Апат-çимĕç программине пурнăçлассипе явăçтарнă. Правительство, парти тата комсомол ял çыннисен канăвĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, культура учрежденийĕсен кадрĕсене хатĕрлесси, çамрăксемпе ĕçлессипе çĕнĕ формăсемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Ял çыннисен канăвĕн пурлăх бази тĕпрен улшăннă. 10 çул хушшинче библиотекăсене кĕнекесемпе комплектласси хула шайĕпе танлашнă. Хуçалăхсен укçи-тенкипе Ваçкассинчи, Шурчари, Турайри, Тренккăри, Юнкăри, Матьăкри Культура çурчĕсене çĕклеме май килнĕ. Вĕсемпе пĕрлех библиотекăсем, кинобудкăсем, хальхи йăла тата курав залĕсем те уçăлнă. Ку енĕпе хуçалăхсен ертÿçисем А.М. Михайлов, Б.В. Андреев, В.В. Храмов, П.П. Давыдов сахал мар тăрăшнă. 1984 çулта районта культурăпа спорт комплексне туса хунă. Тĕрлĕ мероприятисем ирттересси вăя кĕнĕ. Районта культура ĕçченĕсене хуçалăхсем шучĕпе должность оклачĕ çумне 30 процент хушса тÿлесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

1985 çул тĕлне районта 2 автоклуб тата 1 библиобус, культура пайĕ çумĕнчи 2 агитбригада, ялсенчи Культура çурчĕсенчи 7 агитбригада ĕçленĕ. 1990 çул вĕçленнĕ тĕле вара ялсенчи тĕп Культура çурчĕсем çумĕнчи агитбригадăсен ĕçне йĕркеленĕ пулнă.

Шкул музейĕсене экспонатсемпе пуянлатнă. Халăхăн çар тата ĕç традицийĕсене пропагандăлас тĕлĕшпе те культура учрежденийĕсем пысăк вырăн йышăннă.

Художество пултарулăхне аталантарассишĕн пур ертÿçĕсем те тăрăшнă. Вĕсенчен чылайăшĕ çак ĕçе хăйсем те хутшăннă. Кунта ун чухнехи комсомол райкомĕн ĕçченĕсене Ю.А. Иванова, Л. Хораськинăна, райĕçтăвком ĕçченĕсене Н.П. Петровăна, М.П. Рубцовăна, А.П. Скворцова, врачсенчен В.Г. Данилова, В.М. Самушкова, В.М. Басяева, учительсенчен Е.П. Расторгуевăна, А.Е. Андреевăна, В.И. Ярикова, В.С. Игнатьевăна, Э.В. Петровăна, предприяти ертÿçисенчен В.И. Вязова, А.И. Егорова, М.Е. Петрова тата ыттисене те палăртса хăвармалла.

Районти Культура çуртĕнче çуллен кружоксемпе тĕрлĕ пĕрлешÿсем 15-рен кая мар ĕçленĕ. Уйрăмах «Шурăмпуç» юрăпа ташă халăх ансамблĕ, районти культура ĕçченĕсен хорĕ палăрнă. Район историйĕнче пĕрремĕш хут 1981 çулта районти Культура çуртĕнче Р. Софронова ертсе пынипе балл ташшисен ача-пăча ансамблĕ ĕçлеме пуçăннă. 1983 çулта ăна халăх коллективĕн ятне панă.

Ярославкăри Ю. Усов ертсе пыракан ачасен хорĕ 1989 çулта халăх коллективĕн ятне тивĕçнĕ. Культура учрежденийĕсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртнă, халăх коллективĕсенчен пĕртте кая пулман. Кунта Турай, Юнкă, Оринин хорĕсене, Мăн Сĕнтĕрти, Москакассинчи, Ярославкăри, Ярапайкассинчи хорпа ташă коллективĕсене палăртмалла. Кашни хор коллективĕнчех 30 участникран кая мар, ташă ушкăнĕсем 5-рен кая мар пулнă. Хыççăнхи çулсенче вокалпа инструментсен ансамблĕсем йĕркеленме тытăннă.

Культура учрежденийĕсен пахалăхлă ĕçне-хĕлне çакă та çирĕплетет. Районти Культура çурчĕ, Юнкăри, Ярапайкассинчи, Ярославкăри Культура çурчĕсем, тĕп библиотека системин Москакассинчи, Чуманкассинчи, Шетмĕпуçĕнчи филиалĕсем 5 çул хушши е ытларах та «Пысăк пахалăхлă ĕç клубĕ (Культура çурчĕ)», «Пысăк пахалăхлă ĕç библиотеки» ятсене тытса тăнă.

Ĕç çыннисен ăс-хакăл культурин шайне ÿстерес тĕллевпе 1990 çулта халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Союзри 3-мĕш фестивальне ирттернĕ. Унта Оринин хорĕ, Мăн Сĕнтĕрти художество пултарулăх коллективĕ, Орининти ташă коллективĕ, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн халăх инструменчĕсен оркестрĕ, Тойкилтĕри Культура çуртĕнчи купăсçăсен ансамблĕ лауреатсем пулса тăнă.

Пахалăхлă та тухăçлă ĕçшĕн культура ĕçченĕсем Ф.Ф. Григорьева, А.Ф. Николаев тата Т.В. Иванова СССР Культура министерствин, Г.Г. Голубева, В.П. Илларионов, А.И. Захарова, Л.В. Кроликова, В.М. Александров, Л.Н. Вишнева, Н.С. Романова, Г.С. Фадеева ЧАССР Культура министерствин паллисене тивĕçнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ паян та районти культура сферинче вăй хурать.

Р. СЕДАТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика