11 июня 2011 г.
Рубик кубикĕ е...
Иртнĕ çул шăрăх кунсене пула выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăлама май килменрен районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем питĕ йывăррăн хĕл каçрĕç. Çавăнпа та нумайăшĕ уйăха яхăн каяллах ĕнесене симĕс курăк çине кăларчĕ. Чуманкассисемпе Отарккăсем вара (чăнласах калатăп) хăйсем паян та хĕл ыйхинчен вăранса çитеймен! Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕне кĕтĕвĕ паян та кĕтÿ ачи хăваланипе улăха тухаймасть. Килĕшÿллĕ-ши вĕсене çак сăмахсене район хаçатĕнче вуласа пĕлме; Иртнĕ тунти кун хуçалăхра район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Т. Алексеевăпа пулса Чуманкассисен кубик-рубикне (Рубик кубикне ялта çапла калаççĕ) çавăркаласа пăхрăмăр. Йывăр иккен кунти пуç ватмăш! Вулăр та хăвăр пĕтĕмлетÿ тăвăр.
«УТĂ ПĔТСЕ, УЛĂМ ЮЛАШКИ ÇЕÇ...»
Районти çĕр ĕçченĕ çурхи ака-сухана вĕçлесе Акатуйсем ирттерет. Тăрăшуллă ĕçчен тивĕç çакна! Чапаев яч. хис. хуçалăхра та çурхи ака-сухара ыранхи куна шанса ĕçлерĕç. Кунта планпа пăхнинчен 6 процент ирттерсе (392 гектар) тырă-пулă акса хăварчĕç. Анчах çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленисен тăрăшулăхне кушак хÿри айне тăвакансем те тупăнчĕç ял хушшинче! Хуçалăх бухгалтерĕсем çĕр улми вăрлăхĕ суйланă вăхăтра ял «маттурĕсем» Отарккăри ĕне ферми çумĕнчи çурхи тулăн «Московская-35» супер-элита вăрлăхне акнă 15 гектара «хамăрăн» туса хучĕç. Çак шăпа эрне маларах хăйсен тăванĕсем 20 гектар акнă урпан «Владимир» элита сортне те пырса тиврĕ. Хăшĕсем çак пусăна мотоблоксем кĕртме те именмерĕç... Çав вăхăтрах ку çĕрсен çĕнĕ хуçисен «çĕр ĕçĕсем» регистраци палати витĕр тухманни паллă. Çапла шутлатпăр-и-ха эпир тăван хуçалăх малалла каясси пирки; Çав вăхăтрах юнашар фермăри ĕнесем начарланса кайса ура çине тăрайми пулнă, вăкăрсем те начарланнипе ĕне патне пыраймаççĕ. Юрать-ха хуçалăхра ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен ĕçлет. Ахальлĕн... Пăрусене сарса пама улăм çукран вĕсем те питĕ мĕскĕннĕн пăхрĕç пирĕн çине.
– Утă пĕтсе, ĕнесемпе пăрусем, вăкăрсемпе тынасем валли унтан-кунтан улăм пуçтаратпăр. Рационра çăнăх пуррипе тытăнкаласа тăратпăр-ха. Çапах ыранхи кун епле пулассине пĕлместпĕр. Ял çыннисем хушшинче кĕтÿ пăхма килекен çук. Хуçалăх ертÿçи те чĕнет, хамăр та калаçатпăр, анчах лавĕ çав-çавах вырăнтан тапранмасть, – терĕç ĕне сăвакансем.
(Вĕçĕ. Пуçл. 1 стр.).
НИВУШЛĔ ĔÇЛЕЙМЕСТПĔР;
Çакăн пек ыйтупа тухас килет манăн паян Чуманкассисемпе Отарккăсем умне. Ку ыйтăва хускатма сăлтавĕ те пур. Чапаев яч. хис. хуçалăх ертÿçи И. Захаров каласа панинчен акнă уйсенче пай çĕрĕсем илме тухакансем хушшинче фермăна кĕтÿ пăхма пырас кăмăллисем çук-мĕн. Юлашки вăхăтра дояркăсемпе пăру пăхакансем кĕскетнĕ кун йĕркипе курăк çине илсе тухнă ĕнесенчен иккĕшне начаррине пула аша ăсатма тивнĕ.
– Çумăр çăвать пулсан та паян та кăлартăмăр-ха, анчах çур кунлăха кăна. Пирĕн те киле кайса ĕçлемелле. Ыран манăн тата касу пăхма каймалла, – терĕ ферма ĕçченĕсемпе ирттернĕ калаçура пĕр доярка.
Регина Иосифовна Смирнова (фермăри ĕç стажĕ 15 çул), Людмила Григорьевна Борисова (5 уйăх), Раиса Федоровна Яковлева (30 çул ытла) ĕне сăвакан операторсемпе пăрусемпе тынасем тата «самăртма» хупнă вăкăрсене пăхакан Валентина Аверьевна Волкова (4 çул) ĕçне тишкерсен вĕсене паттăрсем темесĕр (чăнах) чун чăтмасть. Р. Яковлева акă, тĕслĕхрен, пенсире пулсан та хуçалăхри ĕçсене пăрахса киле кайса лараймасть. «Юрать вăл тухрĕ-ха», – теççĕ ĕçтешĕсем ун пирки.
– Пĕлтĕр те кĕтÿçсемпе ывăнса çитсе. Вĕсем ĕçе тухман чухне хамăр миçе хутчен кĕтÿ кĕтме каймарăмăр пулĕ! Кăçал каллех çав истори. Тĕрĕсрех каласан йывăртарах та. Кĕтÿ пăхма кунне 2,5 пин тенкĕ ыйтни ытлашши ĕнтĕ. Тÿлемеççĕ тенине çапла хурав парас килет. Ĕç укçине памасăр тăман, – терĕ кăçал машинăпа ĕне сăвакан операторсен районти конкурсне хутшăнса япăх мар ăмăртнă Регина Смирнова.
ĔÇ КИЛĔШĔВĔ
Ман умра хуçалăх ертÿçи И. Захаров, кĕтÿçсен бригадирĕ Ю. Аверкиев, З. Ивановăпа Н. Филиппов кĕтÿçсем алă пусса çирĕплетнĕ иртнĕ çулхи ĕç килĕшĕвĕ выртать. Унта 140 ĕнепе тынана ĕç дисциплинине пăсмасăр, кĕтÿ йышне чакармасăр, яваплăха туйса пăхсан пĕр центнер сĕтшĕн 50 тенкĕ, пĕр пуç тына пăхма 40 тенкĕ тÿлемелле тесе çырнă. Кунсăр пуçне преми тата пĕрер тонна утăпа улăм, 1,5 тонна тырă тÿлевсĕр пама йышăннă.
– Утă сахал пулнăран ăна парса çитереймерĕмĕр паллах, анчах ăна кăçал саплаштарас тетпĕр. Çак çу кунĕсенче кĕтÿ пăхакансене те çав условисенех сĕнетпĕр. Ун çумне хушса тÿлессине те пăхатпăр. Урăх мĕн тăвас; – ыйтуллăн тинкерчĕ Игорь Юрьевич. Эпĕ хурав параймарăм. Ун вырăнне Отарккăри ĕне ферминче ĕçлекенсен сăмахне илсе парас тетĕп.
– Ĕçлекен çынна тÿлемеççĕ теейместпĕр. Пире пĕлтĕр ĕç укçисĕр пуçне тырă ĕç кунĕпе тата ĕç килĕшĕвĕпе пĕршер тонна тÿлевсĕр парса. Шăрăх пулнă çу кунĕсене кура çителĕклех мар пулсан та утă-улăмсăр та юлман эпир. Тивĕçтерет пире ку услови, – терĕç вĕсем лару-тăру ырă енне улшăнасса, ял çыннисем хуçалăхăн йывăрлăхĕсене ăнланса илессе шанса.
5 УЙĂХРИ
ĔÇ КĂТАРТĂВĔ
Кăрлач – çу уйăхĕсенче Чапаев яч. хис. хуçалăхра пурĕ 18,7 (пĕлтĕр 3,7) тонна аш-какай туса илнĕ. Лайăх темелле, анчах кунти «ÿсĕм» выльăхсен йышĕ чакнипе çыхăннине пытарма çук. Хуçалăх сысна фермине тĕппипех хупнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ те пĕлтĕрхинчен 16 пуç сахалланнă. Çак тапхăрта 99,4 тонна сĕт сунă (пĕлтĕр – 105,9 т). Иртнĕ çулхи 5 уйăхра хуçалăх пĕр ĕне пуçне 1933 кг сĕт сунă-тăк, кăçалхи кăтарту – 1744 кг. Пĕтĕмĕшле лару-тăрура пăрусем илесси те 56-ран икĕ хута яхăн чакнă.
МАЛАШЛĂХ
Хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашнă май Чуманкассисем малалла (!) пăхни те курăнчĕ. Пĕлтĕр вĕсем инвестици кредичĕпе (8 çулта тÿлесе татмалла) ХТЗ-150К-09 çĕнĕ трактор, универсаллă диск агрегачĕ, пĕрре кайсах тырă акма çĕр хатĕрлекен Австрире туса кăларнă культиватор туяннă. Пурĕ 2 миллион та 689 пин тенкĕлĕх. Кăçал та çур акире ăнăçлă ĕçлеме 1 миллион та 200 пин тенкĕ кĕске вăхăтлăх кредит илнĕ. Халĕ тепĕр миллион та 30 пин тенкĕлĕх инвестици кредичĕпе çĕнĕ МТЗ-82 трактор тата рулонлă пресс-подборщик туянма килĕшÿ тунă. Çур акире козлятникăн супер-элита вăрлăхне пĕр тонна, çурхи тулăн «Московская-35» супер-элита вăрлăхне 4,5 тонна, кукурузăн паха вăрлăхне 1,2 тонна туянса акса хăварнă. Вăл пусăсен пĕр пайĕнче паян шалчасем ларни вара кирек кама та шухăшлаттарма кирлĕ. Çапла мар-и;..
– Малашлăха пăхни лайăх-ха, анчах ĕне кĕтĕвне ешĕл курăк çине кăларса продукци илессине çĕклемесен те ыранхи кун пирки шутлама кансĕр. Нумай хуçалăх кредитсене выльăх-чĕрлĕх отраслĕ урлă саплаштарса пырать. Чапаев яч. хис. хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тухма çук лакăма анса ларсан кредитсене тÿлесси те ыйтуллă пулса тухать. Çакна шута илсе хуçалăх ертÿçин ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма майсем шырамаллах. Ял çыннисем те хуçалăх ĕçĕ çине тÿнтерле пăхма чарăнасса шанас килет, – терĕ И. Захаровпа ирттернĕ тĕл пулура район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Т. Алексеева.
ВĔÇĔ
Вăт çакнашкал ÿкерчĕк. Рубик кубикĕн тĕссене пĕрешкел кăларма йывăрри Чуманкассисемпе Отарккăсемшĕн çеç мар, маншăн та яр уççăн куç умне тухрĕ. Эсир мĕнле шутлатăр?
А. БЕЛОВ.