11 июня 2011 г.
Япали пĕрре, явапĕ – пĕрле
Çул çитмен икĕ йĕкĕт тата «ĕнер кăна» 18 тултарнă каччă Калмăкри пĕр пÿрте тахçанах пăхса хунă. Шупашкарта пурăнакан кил хуçи хăçан тата ăçта пулнине те чухланă ĕнтĕ. Çапла çĕрле (ЧР 43 " саккунĕпе килĕшÿллĕн çул çитменнисен ку вăхăтра «паппа» тумалла!) «правурскерсем» пÿрт патне çитсе тăраççĕ. Пĕри форточкăран кĕрет, теприсем сыхлама тăрса юлаççĕ.
Пÿртрен мĕн илсе тухассине малтанах шутланă е çук – кун пирки каччăсем, паллах, следствие каласа парĕç. Анчах та 6100 тенкĕ тăракан фотоаппарат вăрласа тухнăшăн явапне пĕрле тытмалла пулĕ.
Болтсем кăларса илнĕ, тĕкĕрне ватнă
Анатри Панкли каччине хăй 20 çул тултарнă тĕле парне сахалрах панă-ши ĕнтĕ, тепĕр талăкран вăл ялти урамра ларакан машинăна куç хывать. Ирхи виçĕ сехет иртсен машина ураписем çинчи ултă болта кăларса илет. Çак ĕçе пурнăçланă хушăра машинăн сылтăм енчи тĕкĕрне те ватса пăрахать: 8800 тенкĕлĕх тăкак кÿрет.
Пуяс текенскер ураписене сутса яма ĕлкĕреймест. Ăна районти шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ тытса чарать. Халĕ уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.