11 июня 2011 г.
Питех те усăллă хурт-хăмăр
Çĕр çинче пурăнакан миллиона яхăн хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли – пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватакан тутлăхлă пыл парать.
Çĕр çинчи пур халăх та пылăн сиплĕхлĕ паллисене ĕлĕкренех пĕлнĕ. Халăх медицини кăна мар, хальхи медицина науки те нумай чиртен сипленĕ чухне пылпа усă курать. Пĕр кашăк пыл пĕр тумлам сывлăх парать. Пыл йÿçĕ таблетка мар, ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те питĕ тутлă эмел пекех. Вăл вăй кĕртет, организма чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшать. Японецсем калашле, пыл вăл – çут çанталăк продукчĕсен патши.
Пылсăр пуçне пыл хурчĕсем ăвăс тăваççĕ. Пыл шĕвĕ ылтăн пек пулсан, ăвăс – ылтăн чăмакки. Ахальтен мар унпа ют патшалăхсемпе суту-илÿ тунă чухне укçа вырăнне усă курнă.
Ăвăспа радиоэлектроникăра, металлурги, тир-сăран, пир-авăр промышленноçĕнче, космонавтикăра, паха сортлă хут тунă çĕрте усă кураççĕ.
Ку çеç те мар. Пыл хурчĕсем пухакан чечек тусанĕ, хурт амин сĕчĕ, пыл хурчĕсен çилĕмĕ (прополис) – питĕ усăллă продуктсем. Прополис хăш-пĕр сиенлĕ микробсене пĕтерме пултарать. Унпа медицинăра анлă усă кураççĕ.
Чечек тусанĕ вара – тĕлĕнтермĕш продукт. Вăл пыл пекех хуртсемшĕн питех те тутлăхлă апат пулса тăрать. Пылпа пуянлатнă чечек тусанне юн сахаллипе аптăранă чухне, çын вăйсăрлансан çиме сĕнеççĕ.
Ял хуçалăх культурисене шăркалантарас, çут çанталăка сыхлас енĕпе пыл хурчĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
В. СЕРГЕЕВ, хурт-хăмăр ĕрчетекен.