11 июня 2011 г.
«Пирĕн çемье ĕçрен пăрăнмасть»
...Çуллахи пĕрремĕш уйăх. Тĕнче ешĕл тум тăхăннă вăхăт. Çывăхри ĕшнере шăпчăк юрлать. Унтах куккук çул шутлать. Çуллахи илемлĕхе маларах çулнă курăкăн утă шăрши пуянлатать. Çумăрлă кунсем пулсан та малашлăха чĕнекен самант. Çамрăклăх вылявĕ. Пуçра çĕнĕрен те çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ...
Урампа пыракан çамрăк хĕрарăм хăйĕн пурнăç çулне тупнă ĕнтĕ. Унăн юратнă çемье, савнă мăшăрпа тыткăна илекен хĕрпе ывăл пур. Çыхăну уйрăмĕнчи юратнă ĕçĕ тата килти хушма хуçалăхĕ – пурнăç пуянлăхĕ.
Ильинка ял тăрăхĕнчи Макаçи ялĕнче пурăнакан Неонилла Нестеровна Васильевăпа Тренккăри çыхăну уйрăмĕн пÿлĕмĕнче калаçатпăр. Калаçу пуçламăшĕнчех манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм кăмăллă çын пулни палăрчĕ. Кулленхи пурнăçра хамăр йĕри-тавра ырă çынсем ытларах пулсан пурăнма аван çав. Вĕсемпе курса калаçсан чун çĕкленет, çĕнĕ тĕллевсем çуралаççĕ, ĕçлес кăмăл ÿсет. Ырă кăмăллă çынсенчен тĕслĕх илсе йывăрлăхсене пăхмасăр малтан мала талпăнас килет.
– 4 ачаллă колхозниксен çемйинче çуралса ÿсрĕм. Эпĕ 2-мĕшĕ. Килти хушма хуçалăхри ĕçсене ыттисем çине йăвантарса ларман. Атте-аннерен тĕслĕх илсе никам хушмасăрах ачаллах ĕçе хăнăхса пыма тиврĕ. Ĕçрен хăраманни вара пурнăçра каярахпа пысăк тĕкĕ пулчĕ. Тавах аттепе аннене кĕçĕн çулсенчех ĕçпе туслаштарнăшăн, – тет паян Неонилла Нестеровна.
Макаçи ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах çемье çавăрнă хĕрарăм унччен Тренккăри çыхăну уйрăмĕн операторĕнче вăй хунăскер паян хăй уйрăм ертÿçинче тăрăшать.
– Кунĕпе кунта вăй хуратăр пулсан килти хушма хуçалăхра епле ĕлкĕретĕр-ха е ăна тытмастăр; – ыйтатăп компьютер умĕнче ĕçлекен хĕрарăмран.
– Ялта хушма хуçалăх тытмасăр май килмест. Килти хушма хуçалăх вăл хушма тупăш та, аталану çул-йĕрĕ те. Ачаллах килти ĕçе хăнăхнăран ĕне тытасси, пăру ÿстересси, чăх-чĕппе хур-кăвакал ĕрчетесси маншăн нихăçан та çĕнĕлĕх пулман. Тавах Турра, 4 ача ÿстернĕ хуняма Лидия Никоноровна та ачисене ĕçе юратса ÿстернĕ. Çавăнпа та Ильинкăри Кану çуртĕнче ĕçлекен Сергей мăшăрăм килте яланах пулăшать. Пĕрле пулса Костьăпа Настьăна та выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп патĕнчи, пахчари ĕçсене явăçтаратпăр, – кăмăллăн калаçать пĕлтĕртенпе çыхăну уйрăмне ертсе пыракан хĕрарăм.
Ĕçрен ютшăнман çемье кун йĕркипе тан пырса 2 гектар та 48 сотка пай çĕрĕ илнĕ. Çак çĕр лаптăкĕ çамрăк мăшăра ĕне тытма та, пăру ÿстерме те, чăх-чĕппе хур-кăвакал ĕрчетме те пысăк тĕкĕ.
Анатолий БЕЛОВ.