11 июня 2011 г.
Штраф виçисем палăрмаллах ÿсрĕç
Районти пушар надзор ĕç-хĕл пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Андрей Васильевич ЕФИМОВ сăмахĕнчен хамăр енре тухакан пушарсен ытларах пайĕ килти хушма хуçалăхпа çыхăнни палăрать. Çавăнпа та çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă «Пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркин кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă Саккун нумайăшне шухăшлаттарма кирлине палăртмалла. Çĕнĕлĕхсем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн тивекен штрафсен виçипе çыхăннă. Асăннă кунран вĕсем палăрмаллах ÿсрĕç. Çакăн пирки пирĕн малалли калаçу.
– Андрей Васильевич, улшăнусем палăрмаллах пысăк-и; Районта пурăнакан кашни çыннах пырса тивеççĕ-и çĕнĕ саккун йĕркисем;
– Эсир асăннă саккун çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕçлеме пуçласси пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. Медведев алă пусрĕ. Çапла вара тепĕр эрнерен пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсакансем тата вĕсене пăхăнманнисем валли административлă айăплавăн çĕнĕ виçисем «ĕçлеме пуçлаççĕ».
– Шухăшлаттарать. Апла пулсан пушар хăрушсăрлăхĕ çине пÿрне витĕр пăхаканăн кĕсйи самай çÿхелес хăрушлăх пур. Эпĕ тĕрĕс шухăшлатăп-и;
– Тĕрĕсех. Çакна тума иртнĕ çулхи вăрмансенчи пушарсем, обществăлла çуртсенче час-час тухакан вут-çулăм, «хĕрлĕ автан» тыткăнĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансем йышланни, пушарсен ытларах пайĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран килти хушма хуçалăхсенче тухни ыйтать. Çулсемпе, ĕмĕрсемпе тунă-пухнă пурлăх самантрах кĕл пулса çилпе вĕçни Раççее çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме чăрмав пулса тăрать.
– Çĕнетнĕ Кодексра пушар хăрушсăрлăхĕпе çирĕпрех ыйтма пуçлама никĕс хывни тĕрĕсех-и; Мĕн шутлатăр кун пирки;
– Пĕрисем пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсса ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине эпир кашни пушар сÿнтерме тухмассерен куратпăр. Ÿсĕр арçын кил-çуртра пирус туртса пушар кăларнăшăн пускил айăплă-и вара; Кунашкал тĕслĕхре нумай чух кÿршĕн хуралти е кил-çурчĕ те кĕлленет. Пĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхра 2 пушар машини тытаççĕ пулсан, теприсем пуррине те ĕçлеттерейменнишĕн, çавна пула ирĕке кайнă вут-кăварпа кĕрешме пулăшу вăхăтра çитейменнишĕн тата;..
– Андрей Васильевич, çĕнелсе улшăннă айăплав виçисемпе паллаштарăр-ха пирĕн вулакансене.
– Паллаштармасăр майĕ те çук. «Пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркин кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă Саккун йышăниччен транспорт çинче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсакан уйрăм водителе 500–1000 тенкĕ, должноçри çынна 1000–2000 тенкĕ штрафланă пулсан, çĕнĕ саккун маларах асăннă йĕркепе 1500–2000 тата 4000–5000 тенкĕ ыйтать. Патшалăх пушар надзор ĕçне-хĕлне туса пыракан орган саккунпа килĕшÿллĕ панă предписание вăхăтра пурнăçламаншăн ĕнер кăна граждансене, должноçри çынсене тата предприяти-организацисене (малалла та айăплав хисепĕсем çак йĕркепе пулаççĕ. – Ред.) административлă йĕркепе 300–500, 1000–2000, 10000–20000 тенкĕлĕх ответ тыттарнă пулсан, çĕнĕ саккунпа çак виçесем 1500–2000, 3000–4000, 70000–80000 тенкĕне çитрĕç.
– Эпĕ илтнĕ тăрăх çĕнетнĕ КоАПăн 20.4 статйинче пысăк улшăнусем пур. Каласа памăр-ши;
– Ку статья пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăснишĕн айăплав виçисем палăртать. Статьяра 3 çĕнĕ пункт хушăннипе пĕрлех штрафсен виçисем те палăрмаллах ÿснĕ. Вĕсене тÿлессинчен пăрăнас тесен пушар хăрушсăрлăх тебованийĕсене килти хушма хуçалăхра та, ĕç вырăнĕсенче те çирĕп пăхăнмалла пулать. Пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăснишĕн ку таранчченхи штраф виçисем 500–1000, 1000–2000, 10000–20000 тенкĕ пулнăччĕ пулсан, малашне çак йĕркене пăсакансен кĕсьене 1000–2000, 6000–15000, 150000–200000 тенкĕ таран çÿхетме тивĕ. Çав «ĕçсенех» пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимлĕ йĕркинче тунăшăн айăплав виçисем 1000–1500, 2000–3000, 20000–30000 тенкĕрен 2000–4000, 15000–30000, 400000–500000 тенкĕне çити ÿсрĕç.
20.4 статьян 3,4,5, пункчĕсем пачах та çĕнĕ. Вĕсем тăрăх килте е предприятире вут-çулăмпа кĕрешме пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăсса шыв тытмасан, çуртсенчи электроустановкăсем юсавсăр пулсан, вырăнсенче пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем пулмасан граждансене 2000–3000, должноçри çынсене 6000–15000, юрлицо йĕркелемесĕр ĕçлекен предпринимательсене 20000–30000, предприяти-организацисене 150000–200000 тенкĕлĕх «парнесем» кĕтеççĕ. Эвакуаци çулĕсем тĕлĕшпе пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăсни, пушар сигнализацийĕ ĕçлеменни 3000–4000, 15000–20000, 30000–40000 (юрлицо йĕркелемен предпринимательсене), 150000–20000 тенкĕлĕх штраф патне илсе пырать. Юлашкинчен асăннă икĕ йĕркесĕрлĕхе иккĕмĕш хут тупса палăртсан штрафсен виçисем 4000–5000, 20000–30000, 40000–50000 тенкĕне е ĕçе 90 кунччен чарса лартасси, 20000–40000 тенкĕне (юрлицосене) е ĕçе 90 кунччен чарса лартасси патне илсе çитереççĕ. Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăснипе ирĕке кайнă вут-çулăм ют пурлăха пĕтерсен е çын сывлăхне çăмăл е вăтам сиен кÿрсен айăплав виçисем унчченхи 1500–2000, 3000–4000, 30000–40000 тенкĕрен 4000–5000, 40000–50000, 350000–400000 тенкĕне çитрĕç.
Улшăнусем татах пур, анчах халĕ асăннисем районта пурăнакан кашни çыннах пырса тивеççĕ. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине никамăн та иккĕмĕш вырăна хăварас марччĕ.
А. ПЕТРОВ калаçнă.