11 июня 2011 г.
Çĕртме уйăхне кĕтĕмĕр
Çĕртме уйăхĕ – хĕр уйăхĕ тенĕ авалах. Çĕрĕ кĕске те çутă, сад пахчисемпе çарансем çеçкеленеççĕ, кайăксем савăнса юрлаççĕ. Çĕртме – хыт кукар: тыр-пул çитĕнтерет, çулталăклăх хатĕрлет, çиме памасть. Çĕртмери ăшă тиртен çĕленĕ кĕрĕкрен те ырăрах. Çуллахи вăхăт çумăрлă пулсан хĕл юрлă та сивĕ килет. Çĕрле тата ирхине лăпкă пулсан çанталăк пăсăлмасть.
Çĕрле вăйлă сывлăм ÿксен кăнтăрла хĕвеллĕ кун пулмалла. Иртенпех хĕвел шупкан, тĕтреллĕ курăнсан каç еннелле çумăр кĕт. Ирхине шыв çумĕпе тĕтре сарăлсан вара кăнтăрла хĕвеллĕ кун пуласса. Каç еннелле асамат кĕперĕ курăнсан вăрăма кайнă сăлпăранлă çанталăк иртсе каймалла. Çумăр умĕн кашкăр çырли çеçкин шăрши вăйланать. Асамат кĕперĕн тĕсне асăрха: симĕсси ытларах пулсан – çумăра, сарă тĕс ытларах-тăк – уяра, хĕрли ытларах пулсан – çиллĕ, шăрăх çанталăка, кăвак тĕс нумайрах – çил те, çумăр та вăйланасса.
Çĕртме çарансене çавапа хăратать. Ăвăс кăчки нумай пулсан сĕлĕ тухăçлăхне шантарать. Ăвăс папакĕсем мăнтăркка пулсан урпа ăнăçлă çитĕнмелле. Çĕмĕрт çурăлнă вăхăтра вăлтана çупах лайăх туртать. Юман çулçи сарăлнă вăхăтра çăрттан тытма меллĕ.
Çăлтăрсем симĕсрех тĕспе ялтăртатсан лайăх çанталăк часах пăсăлмĕ. Каçах ÿкнĕ сывлăм ирччен çухалсан çанталăк пăсăласса систерет. Асамат кĕперĕ çумăр иртсен хăвăртах пĕтсен – уяр çанталăка, нумай вăхăт пĕтмесен – сăлпăрана, ирхине курăнсан – çумăр пуласса. Шĕвек пĕлĕт шыв пек юхма тытăнсан тепĕр темиçе сехетрен çил вăйланмалла. Вăрăма кайнă лăпкă çанталăк хыççăн вăйлă çил тухсан çумăр хăваласа килме пултарать. Кăвайт тĕтĕмĕ питĕ мăкăрланса куçа çиет, çĕр çумĕпе сарăлать, вучахри кăвар тĕлкĕшсе çутăлать – çанталăк улшăнасса. Çумăр мĕн тери вĕтĕ, çав тери вăраха каять. Пысăк шурă пĕлĕт татăкĕсем пăр çутарма пултараççĕ. Каç умĕн пуçланнă çумăр талăкран ытла çумасть.
Лайăх çанталăк умĕн каюрасем çĕр çине çиеле тухаççĕ, çумăр умĕн тăпра ытларах çиеле кăлараççĕ. Сурăхсем çумăр умĕн макăра-макăра пĕр-пĕрин хыççăн чупкалаççĕ.
Йĕпе-сапа умĕн чăх чĕпписем амăшĕ патне пытанма васкаççĕ. Шăпчăк çĕрĕпех юрласан хĕвеллĕ кун пуласса шантарать. Çумăр умĕн кăвакалсем татти-сыпписĕр шывран чăмса тухса çунаттисене çапаççĕ. Кураксем сывлăшра явăнса выляни – лайăх çанталăка.
Ирхине пыл хурчĕсем «ĕçе каймасăр» вĕллере сĕрлесе лараççĕ-тĕк – часах çумăр çитессе кĕт. Çумăр умĕн пулăсем шывран сике-сике тухса выляççĕ. Шапасем сивĕтес умĕн шăпăрт лараççĕ, лайăх çанталăка уççăн кваклатаççĕ. Çумăр пулас умĕн каçхине кăвайт çине хурт-кăпшанкă нумай вĕçет. Пыл хурчĕсем вĕллерен тухса вĕлле çумне купаланса çыпçăнсан – шăрăх çанталăка, ирех чечексем çине вĕçсе кайсан – лайăх кун пуласса. Кăткă тĕмми тавра нумай кăткă тухса тулсан ырă çанталăка шан. Кăткăсем йăвине нÿрĕ те сулхăн вырăна купалаççĕ пулсан çулла уяр, типĕ çанталăк пуласса. Типĕ çанталăк умĕн эрешменсем хĕвел аннă чух карри çинче уçăра лараççĕ, йăвине пытанмаççĕ. Çумăр пуçланас умĕн кăткăсем васкасах йăвана кĕмелли шăтăксене питĕреççĕ. Вăрăм тунасем кĕтĕвĕпе сĕрлесе вĕçеççĕ пулсан чипер çанталăк пуласса шан. Шапа кăнтăрла кваклатса çумăра чĕнет.
Чăваш календарĕнчен.