11 июня 2011 г.
«Чăтнă, çĕнтерĕве çывхартнă»
Вăрçă... Мĕн тери хăрушă та тискер вăл. Вăрçа пула миллионшар çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, этемĕн чун-чĕри хытса сивĕнет. Çук! Кирлĕ мар пире вăрçă! Нихăçан та, никамăн та курмалла ан пултăр ăна.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кашни çемьене тенĕ пекех пырса тивнĕ. Манăн тăвансем те вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайăнă. Шел, вĕсенчен пĕри те каялла таврăнайман, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă.
Манăн мăн асаттене Павел Семенович Семенова (вăл Шупашкар районĕнчи Аначкасси ялĕнчен пулнă) вăрçă тухсан 3-мĕш куннех тăванĕсем унта ăсатнă. Ленинград патĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче тăшман пульли ăна вилмеллех амантнă. Çапла вара унăн икĕ ачи – манăн аттепе шăллĕ – урăх атте тесе курайман.
1941–1945 çулсенчи вăрçа хутшăннă тăвансенчен тепри – манăн мăн кукаçи Василий Емельянович Емельянов. Вăл Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ. Василий Емельяновичăн та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине пĕрремĕш кунсенчех тухса кайма тивнĕ. Анчах та вăл ăçта вилни те паллă мар: хыпарсăр çухалнă. Унăн пĕртен-пĕр хĕрĕ – манăн кукамай – çурма тăлăх ÿснĕ.
Çапла çав, вăрçă тени никама та шеллемест. Мĕн чухлĕ çамрăк çын «леш тĕнчене» ăсанать... Мĕн чухлĕ «тăлăх турат» ашшĕн хÿттине туймасăр юлать... Мĕн чухлĕ арканнă шăпа...
Тем пек йывăр пулнă пулсан та мăн асаттесемпе асаннесем чăтнă. Çĕнтерĕве çывхартма хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Çавăнпа та вĕсем ачисен, мăнукĕсен хисепне тивĕç.
А. ЕРДУКОВА.
Муркашри вăтам шкул.