Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагере савăнсах çÿретпĕр

11 июня 2011 г.

Лагере савăнсах çÿретпĕр

Вĕренÿ çулĕ вĕçленнипе шкулсенче хĕрÿ тапхăр вĕçленмен-ха. Унта тĕрлĕ лагерьсем ĕçлеме пуçларĕç.

Пирĕн шкулта та «Хĕвел» ятлă профильлĕ лагерь хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Унăн ертÿçи пулма Е.Н. Музыкова учителе çирĕплетрĕç. Лагерьте «Çăлтăр» тата «Туслăх» отрядсем йĕркеленчĕç. Кашни отрядăн хăйĕн юрри, девизĕ, эмблеми, йăлисемпе саккунĕсем.

Лагере пурĕ 20 ача çÿрет. А.Н. Иванова, В.М. Терентьева вожатăйсем кашни кунах пире интереслĕ вăйăсемпе, конкурссемпе савăнтараççĕ. Акă июнĕн 1-мĕшĕнче «Телейлĕ ачалăх» ятпа асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Пурне те килĕшрĕ. «Мульти-пульти» конкурсра мультфильмсенчи геройсене кам ытларах тата лайăхрах пĕлнине тĕрĕслерĕмĕр, геройсене сăнласа ÿкерсе те кăтартрăмăр. Кунсăр пуçне лагерьте çĕнĕ ташăсем, юрăсем те вĕренетпĕр. Лагере савăнсах çÿретпĕр.

Лагерьте тата питĕ тутлă çитереççĕ. Р.П. Михайлова повара пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

В. ЗАМКОВА.

Атапайри тĕп шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика