11 июня 2011 г.
Çатракассинче – Урам кунĕ
Ял çыннисем ĕçлеме кăна мар, йĕркеллĕ канма тата савăнма та пĕлеççĕ. Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ май кашни ял тăрăхĕн территорийĕнчех Акатуйсем, Ял кунĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çакă вăл пирĕн аттесемпе асаттесен ырă йăли-йĕркине аталантарни пулать. Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Çатракасси ялĕнче вара Урам кунне ирттерес тенĕ. Р.К. Соловьева пуçарăвне Привольная урамра пурăнакансем хапăл туса йышăннă.
«Авал пирĕн аттесемпе асаттесем çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн пĕрле пухăннă. Çак йăла халĕ те пырать. Анчах та пур ватă çын та ял уявне каяймасть. Урама вара тухаççех. Çапла вара хамăра валли те, ыттисем валли те уяв йĕркелес терĕмĕр»,– каласа парать ку уяв пирки Роза Ксенофонтовна.
Уяв чăннипех те ăннă темелле. Чăвашсен йăлипе пĕтĕм урамĕпе шÿрпе пĕçернĕ. Роза Ксенофонтовна тата ыттисем кукăль пĕçернĕ, квас, сăра вĕретнĕ. Мăн Токшикри Культура çурчĕ çумĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ансамбльне хăнана чĕннĕ.
Мĕнле уяв-ха тата вăл парнесемсĕр; Жюри членĕсем малтанах урам хушшипе пăхса çаврăннă, «Чи хитре кил-çурт», «Чи чечеклĕ палисадник» номинацисенче çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Ялта пурте пĕр-пĕрне пĕлеççĕ. «Чи туслă çемье» номинаци çĕнтерÿçисем те парнесĕр юлман. Урамри чи çамрăкки тата чи асли те парнесене тивĕçнĕ.
Чĕннĕ артистсем урамра пурăнакансене илемлĕ юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарнă. Асаттесемпе асаннесем те чăтса тăрайман ташламасăр. Купăс калакансем кăна тăваттăн пулнă. Ю.Л. Николаевпа Ю.А. Ершов наставниксем çине пăхса çамрăк купăсçăсем В.Н. Смирновпа А.Г. Яковлев та чăтса ларайман. Ачасем те пĕрле савăннă: юрланă, сăвăсем каланă.
Чи кирли вара – пурте кăмăллă юлни. Тĕрĕсех палăртать район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов: эрехсĕрех уявсене хаваслă та савăнăçлă ирттерме пулать. Çатракассинчи Привольная урамра пурăнакансем çакна хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе панă. Роза Ксенофонтовна хăй те савăнăçне пытараймасть: «Эпĕ 67 çулта кăна-ха. Ватăлма вăхăт çук. Кăçал Урам кунне пуçласа ирттертĕмĕр. Çитес çул вара программăна спорт ăмăртăвĕсене те кĕртме шутлатпăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников сцена йĕркелеме пулăшсан тем пекехчĕ»,– тет вăл.
Пирĕн хушăра Р.К. Соловьева пенсионерка пек пуçаруллă çынсем пулсан питех те аван. Роза Ксенофонтовна – районти ветерансен хорĕн членĕ. Сăвăсем, юрăсем çырать, юрлама юратать, ыттисем те тĕрĕс пурнăç йĕрки тытса пыччăр тесе тăрăшать.
Л. ТУКТИНА.