Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр пурнăç хамăр алăрах

11 июня 2011 г.

Хамăр пурнăç хамăр алăрах

Иртнĕ тунти кун район администрацийĕ çумĕнчи право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешекен профилактика тата право тĕлĕшĕнчен йĕркелĕхпе тивĕçтерекен комиссисен канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, асăннă комиссисен председателĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ.

ПĔР АЧА ТА ПРЕСТУПНИК ПУЛСА ÇУРАЛМАСТЬ...

Чи малтан ларура районти çул çитмен çамрăксем йĕркене пăсни çинчен ыйту пăхса тухрĕç. Çакăн сăлтавĕ те ахальтен мар. Иртнĕ çул 5 уйăхра çул çитмен çамрăксем пĕтĕмпе те 4 преступлени тунă пулсан, кăçал вĕсен шучĕ ытларах. Москакасси ял тăрăхĕнчи çул çитмен 2 çамрăк хăйсем кăна вăрлассипе 5 преступлени тунă. Районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçин çумĕ, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ертÿçи В.А. Григорьев çул çитмен çамрăксем тунă кашни преступлени çинче чарăнса тăчĕ.

Çакă та шухăшлаттарать. Пĕтĕмпе çулталăк пуçланнăранпа милици ĕçченĕсем право йĕркине административлă майпа пăснă тĕслĕхсенчен 16-шне çул çитмен çамрăксем эрех-сăра ĕçнĕшĕн, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн протокол çырнă. Çак тĕслĕхсем ашшĕ-амăшне хăйсен тивĕçĕсем çине тата темиçе хут тимлĕрех пăхмалли çинчен калаççĕ.

Вырăнти общественноç ячĕпе те ÿпкелешмелли çук мар-ха. Виталий Алексеевич каланă тăрăх милици ĕçченĕсем шăмат кунсенче ялти Культура çурчĕсемпе клубсенче рейдсем ирттереççĕ. Анчах та вĕренÿ çулĕнче каçхи 10 сехет хыççăн та вĕсенче çул çитмен çамрăксем пулнă иккен. Культура вучахĕсен ертÿçисенчен вара хăшĕсем вĕсене вăхăтра киле кăларса ярас вырăнне милици ĕçченĕсем пырсан хыçалти алăкран тартнă тĕслĕхсем те пулнă иккен.

Ял тăрăхĕсенчи профилактика тата çемьесемпе ĕçлекен комиссисем те çителĕклĕ ĕçлеççĕ теме йывăртарах пек туйăнать. Кашни кĕçнерни кун акă ял тăрăхĕсенче профилактика кунĕсем иртеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадрсен, право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи, районти çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси ертÿçи Л.Ю. Тарасова каланă тăрăх çав кунсенче районти 276 çемьере пулнă. Çав профилактика кунĕсем хыççăн вырăнти çÿлерех асăннă комиссисем ăнăçсăр çемьесене тăтăш çÿренĕ теме çук. Çавăнпа та Лилия Юрьевна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак канашсен ĕçне лайăхлатма чĕнсе каларĕ. Районти çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче 87 ашшĕ-амăшне хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн административлă майпа явап тыттарнă.

Халĕ акă çуллахи каникул пуçланчĕ. Виталий Алексеевич çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕсен патрульне йĕркелени вырăнлă пулмаллине палăртрĕ. Унта çавăн пекех учительсене те кĕртмелле, милици ĕçченĕсем те пĕрле пулаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ку ĕçе психологсене те явăçтарма сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен ачана тÿрĕ çултан пăрăнассинчен вăхăтра çăласси унăн чун-чĕри патне тĕрĕс çул тупнинчен те нумай килет.

Хăш-пĕр çул çитмен çамрăксем тĕрĕс çул çине тăма шутламанни те канăç памасть. Çул çитмен хĕр ачана акă паян судра пăхса тухнă пулсан, тепĕр кунне вăл каллех преступлени тăвать. Кун пек тĕслĕх те пулнă. 11-мĕш номерлĕ уголовнăй исполнительнăй инспекцин ертÿçи В.В. Кожевников шучĕпе çул çитмен çамрăксене йĕркене пăснăшăн обязательнăй майпа ĕçлеттермелле туни çителĕксĕр иккен. «Вĕсене çирĕпрех наказани памалла», – тет вăл. Пĕтĕмпе вара ку инспекцинче çул çитмен 4 çамрăк учетра тăрать.

Ку темăна çак шухăшпа вĕçлес килет. Районти пĕр шкулта каникул мĕнпе асра юлни çинчен сочинени çырма хушсан пĕр класри 3 ача çапла çырнă. «Пирĕн класри М. пирĕн класран кайни питĕ лайăх. Халь ĕнтĕ лăш! сывласа яратпăр», – тесе çырнă.

Çак тĕслĕх обществăн пысăк пайĕ саккунпа килĕшÿллĕн пурăнмаллине ăнланнине, çитĕнекен ăру çакна ăнланса ÿснине кăтартса парать.

– Йĕркене пăсакансем хăйсем тунă утăмсемшĕн хăйсене аван мар туйччăр. Çакăн пек пурăнма тăрăшмалла пирĕн, çакăн пек условисем туса памалла. Чи малтан хамăрăн ырă тĕслĕх пулмалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ларура.

Ача преступник пулса çуралмасть вĕт. Вăл мĕнле лару-тăрура ÿснинчен, камсем мĕнле воспитани панинчен, мĕнле тĕслĕх панинчен пуçланать унăн пурнăç çулĕ. Çавăнпа та алла эрех черкки тытиччен килте паян ман ача выçă лармасть-и тесе шухăшламалла пуль. Ирĕк пурнăçра ют арçынсемпе е хĕр арăмсемпе «пылак» пурнăç шыриччен ман çак утăм ман ачан пурнăç çулне пÿлмест-и-ха тесе шутласа илмеллех пуль. Преступлени çулĕ çине тăнă ачасенчен пурте тенĕ пекех ăнăçсăр, тимлĕх çитмен çемьесенчен пулни те çак шухăш йăнăш маррине çирĕплетсе парать. Хамăр алăпах хамăр ачасен телейне хуплас марччĕ...

ПУШАР НИКАМА ТА ТИРКМЕСТ ТЕ, ХĔРХЕНМЕСТ ТЕ

Пĕрлехи ларура сÿтсе явнă тепĕр ыйту та – çивĕччисенчен пĕри. Çу кунĕсем çитнĕ май пушар çине пушар тухма пуçлать. Районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертÿçи И.Н. Смирнов каланă тăрăх çулталăк пуçланнăранпа районта 19 пушар пулчĕ те ĕнтĕ. Пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем яланах хатĕр пулни кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ. Илья Николаевич огнетушительсене вăхăт-вăхăт силлесе илмелли пирки асилтерчĕ. Унсăрăн унăн усси пулмасть: шалти шĕвек хытса ларма пултарать. Пушар машинисен йышĕ районта хушăнни вара питĕ лайăх. Орининпа Юнкă ял тăрăхĕсене вĕсене илсе килнĕ ĕнтĕ. Ку ыйтупа тата тепĕр 3 заявка пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов вырăнсенче пĕвесем патне пушар машинипе пыма çулсем тумаллине палăртрĕ.

Пушарсенчен ытларахăшĕ кил хуçисем ÿсĕр пулнипе, ачасем шăрпăкпа вылянипе тата электропралуксем кивелсе кайнипе çыхăннă. Çавăнпа та Юрий Александрович ку енĕпе халăхпа ăнлантару ĕçне ирттермелли çинчен каларĕ.

– Электропралуксене вăхăтра улăштармалли пирки асилтерсех тăмал-ла, – терĕ.

Çавăн пекех шăрăх çанталăкра вăрмана тĕрлĕрен уявсем ирттерме каймалла маррине те асран кăлармалла мар пирĕн. Ахальтен каламаççĕ вĕт сыхланакана Турă та сыхлать тесе.

КАНИКУЛ ХАВАСЛĂ, УСĂЛЛĂ ИРТТĔР

Шкул ачисен савăнăçлă та хаваслă вăхăт – çуллахи каникул пырать. Шăпах вĕсен канăвне усăллă ирттерессине йĕркелес ыйту та пĕрлехи ларăвăн кун йĕркинче пулчĕ. Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З.Ю. Дипломатова ларура çакна палăртрĕ. Районти шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли 16 лагерь тата 23 профильлĕ лагерь ĕçлеме пуçларĕ. 6 профильлĕ лагерьте тата 2-мĕш смена та пулать. Çапла вара районти 1749 ача çуллахи канăва усăллă ирттерет, ку вăл районти пĕтĕм шкул ачин йышĕн 47 проценчĕ пулать. Çак тĕллевпе район бюджетĕнчен 1 млн. та 293,3 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Ку çеç те мар, районти тепĕр 204 ача хăйĕн сывлăхне хула çумĕнчи лагерьсенче çирĕплетĕ. 59 ача Сĕнтĕрвăррри районĕнчи «Белые камни» лагерьте пĕрремĕш сменăра канать те ĕнтĕ. Муркаш ачисем кăçал çавăн пекех хамăр районти «Ильинский» лагерьте те сывлăхĕсене çирĕплетĕç. Путевкăсем туянма район бюджетĕнчен 1 млн. та 706,7 пин тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикинчи Роспотребназдор Управленийĕн пирĕн районти тĕп специалисчĕ Г.Г. Воробьева пирĕн районта ачасен канăвне усăллă йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ тесе тĕрĕсех калать. Республикипе ачасен сывлăхне çирĕплетмелли учрежденисен йышĕ самаях сахалланчĕ пулсан, пирĕн районта ав тĕрлĕрен лагерьсенче иртнĕ çулхи чухлех ача канать. Хамăр районти лагерьсенчен илнĕ тĕрлĕ анализсем лайăх пулни те ачасен сывлăхĕпе канăвне районта пысăк тимлĕх уйăрни çинчен калать.

Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă та ачасем çуллахи вăхăтра сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Унăн ертÿçи Н.П. Петрова каланă тăрăх Чуманкассипе Москакасси шкулĕсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă çулсеренех сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьери ачасем канаççĕ. Кăçал та вĕсенче тата тепĕр 30 ача канать. Ку вăл çÿлерех асăннă 1749 ача çумне хушăнакан кăтарту. Хула çумĕнчи «Золотой колос» лагере социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă 1 сменăна тата 10 ача тухса кайрĕ. Тÿлессе те вĕсем путевкăн 5 процентне çеç тÿлеççĕ. Тата тепĕр 2 ача çак пай урлă хамăр районти «Ильинский» лагерьте канма тÿлевсĕр путевка илчĕ. Апла пулсан канăва усăллă ирттерекен ачасен йышĕ татах та ÿсрĕ.

ИРĔК ПАНĂ ВЫРĂНТА КĂНА ШЫВА КĔМЕЛЛЕ

Çулла тухса тăракан тепĕр çивĕч ыйту вăл – шыв çинчи хăрушсăрлăх.

Ларура ку ыйтăва пăхса тухнă май район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор пуçлăхĕ Н.П. Милютин кашни ял тăрăхĕнче официаллă майпа шыва кĕме ирĕк панă вырăн пулмаллине палăртрĕ. Çавăнпа та вăхăта сая ямасăр çакăн пек вырăнсене палăртмалла, хăрушсăрлăх енĕпе пăхса тухса тĕпчемелле вĕсене. 12 ял тăрăхĕ ку ыйтупа республикăри шыравпа çăлав ушкăнне заявленипе тухнă. Асăннă ушкăн пĕр кунта çак ял тăрăхĕсенче 12 пĕвене тĕрĕслет. Тĕрĕслев хыççăн шыва кĕме ирĕк панă вырăна йĕри-тавра палăртса тухмалла.

– Çынсем шывра инкек ан курччăр тесе хамăртан килнине пирĕн йăлт вăхăтра тумалла, – терĕ Юрий Александрович.

Çавăнпа та хаçат вулакансене çакăн çинчен асăрхаттарас килет. Сирĕн ял тăрăхĕнче шыва кĕме официаллă майпа ирĕк панă вырăнта кăна шыва кĕмелле. Çав вырăнта палăртнă чикĕрен тухса каймалла мар.

ЭРЕХ УЯВА ПĂСАТЬ КĂНА

Пĕрлехи лару хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвне ирттерчĕ. Районти Акатуй уявне хатĕрленсе ирттересси çинчен калаçнипе пĕрлех унта Юрий Александрович ял уявĕсем ирттерни çинче те чарăнчĕ. Çак уявсене кашни ял çыннине активлăн явăçтармаллине палăртрĕ. Пирĕнтен кашниех унта активлăхпа палăрса уяв эрехсĕрех интереслĕ иккенне туйса илтĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакăн пек кăтартуллă уява пĕр ял тăрăхĕнче ирттерме кирлине палăртрĕ. Унта пур ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те пырса курччăр.

Кун пек уявсем кирлине тата уяв эрехсĕрех илемлĕ иртнине Çатракасси ял тăрăхĕнчи Привольная урамри çынсем хăйсемех курса ĕненчĕç. Паянхи хаçат номерĕнче ку уяв пирки çÿлтерехре уйрăм хыпар та пур. Пуçласа çак уява йĕркелесе ирттернĕ 67 çулхи Р.К. Соловьева вара хăй кун пирки çапла калать:

– Ним тумасăр килте ларсан ним те пулмасть. Çынсем пĕрле пуçтарăнса савăнасшăн. Халь пĕрре туса пăхрăмăр урам уявне, тепĕр çул тата та интереслĕрех ирттересшĕн-ха. Никам та ÿсĕр пулман. Пурте кăмăллă юлчĕç, – тет вăл.

Апла пулсан тĕслĕх илме инçех те каймалла мар. Хамăрăн йĕркелемелле те çакăн пек уявсене, хамăрăнах кăтартса памалла хамăр илемлĕ пурăнма пĕлнине. Ларура Раççей кунĕпе Çимĕк уявне ирттерессине пăхса тухрĕç. Православи тĕнĕ ваттисене асăнмалли кун масар çинче эрех ĕçнине те сивлет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калашле, чи кирли – ваттисене чиркÿре асăнтарса масар çине кайни, вĕсемпе шухăшра калаçни пĕлтерĕшлĕрех.

Апла пулсан ларура мĕн калаçнине пурнăçламалли кăна юлать. Каярахпа вара пĕр лайăха хăнăхсан каялла анса ларас килмест. Çапла вĕт. Пурнăçа вăхăтра хакласа ун илемне курма пĕлмелле пирĕн. Эрех вара ахаль те йывăр шухăшсăр сахал пулакан пуçа татах та проблемăсем хушса парать кăна.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика