11 июня 2011 г.
Çĕр-шыв халăх пĕрлĕхĕпе хăватлă
1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ «РСФСР патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие» йышăннă. 1992 çултан тытăнса июнĕн 12-мĕшĕ уяв кунĕ пулса тăнă, Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн постановленийĕпе çак куна «Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун» тесе палăртма тытăннă. Çав çулах кĕркунне ку уяв кунĕ пирки Ĕç çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртнĕ. 1998 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Б.Н. Ельцин телевиденипе тухса калаçнă чухне асăннă куна «Раççей кунĕ» тесе уявлама сĕннĕ. Официаллă майпа ку ят 2002 çулта Ĕç кодексне çĕнĕрен йышăннă хыççăн çирĕпленнĕ.
Раççей никама пăхăнманлăх кунĕ е Раççей кунĕ – çĕр-шыври чи «çамрăк» патшалăх уявĕсенчен пĕри. Çак кун эпир пиншер çула тăсăлакан историллĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр анлăшра вырнаçнă нумай халăхсен территорийĕсене, вĕсен историйĕпе культурине пĕтĕçтерсе тăракан хамăр çĕр-шыва, хамăрăн Раççее чыслатпăр. Çак пĕтĕм Раççей, пĕтĕм патшалăх тата пĕтĕм наци уявне çĕр-шывăн пур регионĕсенче те уявлаççĕ. Раççей хăйĕн уявне халăхсен пĕрлĕхĕпе, пĕр шухăшлăхпа кĕтсе илет. Кашни гражданинăн ÿсĕмĕнчен тата ĕç кăтартăвĕнчен килет те ĕнтĕ аслă çĕр-шывăн хăвачĕ тата тивĕçлĕхĕ.
Кашни çыншăнах Раççей хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕр-шывĕнчен пуçланать. Çавăнпа та Раççей кунĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулнипе пĕрлех кашнин хăйĕн уявĕ те пулса тăрать. Эпир ăçта çуралнине, ăçта ÿснине пăхмасăрах – ку вăл пирĕн Тăван çĕр-шыв. Пурте пĕрле вара эпир – пĕрлĕхлĕ те хăватлă Раççей халăхĕ.
Пирĕн граждансенчен кашниех хăйĕн опытĕнчен çакна аван пĕлет. Çирĕп те пĕр шухăшлă çемьере пурăнма лайăхрах. Кунпа пĕрлех Раççей тĕлĕшпе перекетлĕ те тимлĕ пулмалли те паллă. Пĕр шухăшпа пĕрлешнĕ халăх кăна ăна экономика тĕлĕшĕнчен хăватлă, патшалăх тытăмне çирĕп тума пултарать.
Раççейăн никама пăхăнманлăхĕ вăл – пирĕн несĕлсем çине тăрса ĕçленин итогĕ. Раççейăн никама пăхăнманлăхĕ вăл – ăна сыхласа хăварассишĕн пуçĕсене хунисен паттăрлăхĕн тĕслĕхĕ.
1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче йышăннă деклараци çĕнелнĕ Раççейăн аталану символĕ пулса тăчĕ, демократи обществине йĕркелеме майсем туса пачĕ.
Паян Раççейăн пирĕн аслă çĕр-шывăн çирĕп пуласлăхне тума малашлăх валли никĕс пур. Пирĕн вăй – эпир пĕрле пулнинче. Пирĕн çĕнтерÿсем – халăх пĕрлĕхĕнче. Раççей хăйĕн майĕсене курать, вĕсене пĕлет, хăйĕн вăйне шанать. Çак шанăç çĕр-шыври кашни гражданран, пĕтĕм Раççей обществинчен килет.