Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетсĕр çурт-йĕре кам тивĕçет?

11 июня 2011 г.

Черетсĕр çурт-йĕре кам тивĕçет?

Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 57 статйипе пурăнмалли çурт-йĕре черетсĕр илме право пур граждансен категорине çирĕплетнĕ. Статьяри иккĕмĕш пайĕн пĕрремĕш пунктĕнче вара çирĕплетнĕ йĕркепе пурăнмалли çурт-йĕре юсасан та, реконструкцилесен те пурăнма май çук тесе йышăннă çурт-йĕрлĕ граждансен категорине палăртнă.

Çакăн евĕр положени РСФСР Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 37 статйинче пулнă. Анчах та хальхи редакцире пурăнма май çуккипе граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли нормăсене анлăлатнă.

Çапла РСФСР Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çут çанталăк пулăмĕсене пула çурт-йĕр пурăнма май çук пулса тăнă пулсан (аварилĕх шайĕнче тесе йышăнсан) çеç граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе черетсĕр тивĕçтермелли пирки каланă. Раççей Федерацийĕн кодексĕнче вара çурт-йĕре йĕркеллĕ пăхса тăманнине те шута илнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр пурăнма май çуккине çирĕплетнĕ йĕрке çинчен калакан положенире кивĕ, авариллĕ шайри çурт-йĕр пирки, çавăн пекех пурăнмалли вырăнти сиенлĕ факторсен витĕмне тупса палăртни пирки сăмах пырать.

Акă çурт-йĕр пушарта çунса кайнă пулсан патшалăхăн гражданина çуртпа тивĕçтермелли-и; Çакăн пек ыйтусем татах та пулма пултараççĕ.

Гражданинăн çурчĕ ларакан вырăна (çĕр лаптăкне) патшалăх е общество нушисене тивĕçтерес тĕллевпе усă курма унăн пурăнмалли çуртне тĕппи-йĕрĕпе ватмалла пулса тухнă чухне патшалăх (муниципалитет) гражданина çуртпа тивĕçтерес ыйтăва татса парать (32 статья).

Çакăн пек нуша килсе тухман тата çурт-йĕре пурăнма май çук туса хунă пулсан çак ыйтăва гражданинăн хăйĕн татса памалла. Çакăнта вара РФ Гражданла кодексĕн 210 статйине те аса илтерни вырăнлă. Унта шăпах гражданинăн çурт-йĕре йĕркеллĕ тытас, юсаса тăрас тивĕçĕ пирки каланă.

Чрезвычайлă лару-тăрăва пула çурт-йĕр пурăнма май çук пулса тăнă пулсан тата гражданин пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăрать пулсан çеç вăхăтлăх пурăнма маневреннăй фондран çурт-йĕрпе тивĕçтерме май пур.

Район администрацийĕн

капиталлă строительство,

архитектура тата пурăнмалли

çурт-йĕрпе коммуналлă

хуçалăх управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика