Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн сăвăм пысăкрах?

15 июня 2011 г.

Камăн сăвăм пысăкрах;

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм мĕнле пулнине кăтартни (килогрампа).

Е. Андреев яч. хис. 8,2

«Восток» 9,0

«Герой» 13,0

Ильич яч. хис. 13,5

«Оринино» 11,4

«Передовик» 14,8

«Свобода» 13,4

Суворов яч. хис. 19,5

«Ударник» 10,9

Чапаев яч. хис. 5,7

Чкалов яч. хис. 10,0

«Путь Ильича» 11,4

АПФ «Колос» 13,0

РАЙОНĔПЕ 12,2

ХУШСА КАЛАНИ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансемшĕн йывăр хĕл кунĕсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Анчах сăвăм ÿсни курăнсах каймасть-ха. Сăвакан пĕр ĕне пуçне тивекен районти вăтам сăвăма илсен вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2,3 килограмм пĕчĕкрех. Уйрăммăн илсен паян «Свобода», Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче кăна иртнĕ çулхинчен ытларах (0,1 – 1,5 кг) сĕт сăваççĕ. Çав вăхăтрах Е. Андреев ячĕпе хисепленекен, «Ударник», «Восток», «Оринино» хуçалăхсенчи вăтам сăвăм пĕлтĕрхи шая 3,8 – 4,3 килограмм çитеймест.

Йывăрлăхсене пăхмасăрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ĕне кĕтĕвне пысăклатма тăрăшаççĕ. Çулталăк каялла ял хуçалăх производство кооперативĕсенче 2099 пуç сумалли ĕне тăнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ 58 пуç хушăнчĕ. Ĕнесен йышне уйрăмах нумай хушнисем: «Ударник» – 10 пуç, «Герой» хуçалăх – 16 пуç, «Восток» – 20 пуç, «Передовик» – 22 пуç.

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем паян талăксерен пĕтĕмпе 26366 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 4044 килограмм сахалрах.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика