Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика ăмăртăвĕнче

15 июня 2011 г.

Республика ăмăртăвĕнче

Июнĕн 8-мĕшĕнче Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче ишекенсен пысăк ăмăртăвĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн вĕренекенсен вун виççĕмĕш спартакиади шучĕпе ишекенсем республика шайĕнче вăй виçрĕç.

Республикăра пур районта та бассейнсем çуккине шута хурса ăмăрту виçĕ пысăк ушкăнра иртнĕ: хула командисем хушшинче, бассейн пур районсен командисем хушшинче тата бассейн çук районсен командисем хушшинче.

Пирĕн район ишекенĕсем иккĕмĕш ушкăнра ăмăртнă. Акă Ирина Григорьевăн хăйĕн ÿсĕмрисемпе 50 метр ирĕклĕ майпа ишмелле пулнă. 41 хĕр ачаран вăл 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Район командинчи ытти хĕр ачасемпе арçын ачасем те япăх мар ишнĕ.

Командăсем хутăш эстафетăра та ăмăртнă. Ирина Григорьевăпа Ксения Никоновăран тата Дмитрий Даниловпа Евгений Григорьевран тăракан Муркашсен команди иккĕмĕш пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика