15 июня 2011 г.
«Хаваслă пирĕн лагерьте!»
Лагерьсене ытларах сахал тупăшлă, йывăр лару-тăруллă çемьере, ашшĕсĕр е амăшĕсĕр, нумай ачаллă çемьере ÿсекенсене явăçтарма тăрăшаççĕ.
Кăçал акă Чуманкассинчи тата Москакассинчи вăтам шкулсен администрацийĕсем çакăн çине татах та пысăкрах тимлĕх уйăрчĕç. Çак шкулсем районти социаллă хÿтлĕх пайĕпе ятарлă килĕшÿсем тунă. Çапла майпа пĕчĕк тупăшлă çемьесенче ÿсекен 30 ача вăхăта усăллă ирттерет.
Вĕсенчен 15-шĕ – Чуманкассинчи вăтам шкулта. Лагерь ертÿçи В.Н. Николаева ачасем кунта лайăх апатланнине, ыттисемпе тан выляса кулнине, савăннине, интереслĕ пурнăçпа пурăннине пĕлтерет. Çакă вара ачасемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.