Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сывă шăлсем: лайăх сипленисем мар, вăхăтра йĕркеллĕ пăхса тăнисем»

15 июня 2011 г.

«Сывă шăлсем: лайăх сипленисем мар, вăхăтра йĕркеллĕ пăхса тăнисем»

Шăлсене тасатмалла-ши; Гигиена воспитанийĕн шайне шута илсен çак ыйту паян питĕ вырăнсăр пек туйăнать. Мĕншĕн тесен шăл тасатмалли пастăсемпе çăварпа шăлсене йĕркере тытса тăмалли ытти препаратсем куç умĕнчен каймаççĕ темелле. Çапах та пирĕн хушăра шăлсене тăтăш тасатмасан та юрать текенсем сахал мар. Анчах та шăл сиплеме çÿрекенсен йышĕ пĕртте чакмасть.

Чăнах та хăш-пĕр ватă çынсен шăл тăтăш тасатса тăман пулсан та шăлĕсем пĕтмеççĕ. Анчах та ку пулăм халĕ питĕ сайра тĕл пулать. Çак çынсен пурнăç йĕркине, апатланăвне тишкерсен акă мĕн палăрать. Вĕсем ытларах чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç çинĕ. Чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç вара шăпах шăлсем çинче пухăнса пынă апат-çимĕçĕн юлашкине тасатса тăма пулăшнă. Вĕсем пирус туртман, эрехне виçесĕр ĕçмен, кофе вĕсен сĕтелĕ çинче пулман. Çавăн пекех вĕсем яланах вăхăтра çывăрма выртса ирех тăнă, чи кирли вара – вĕсен пурнăçĕнче вăраха тăсăлакан тата пурнăçра тăтăшах сиксе тухакан стрессем пулманни. Атте-аннерен пирĕн пата мĕнле генсем куçни те хăйĕн вырăнне йышăнать.

Паян эпир çиекен апат, ăна мĕнле хатĕрлени, хамăр еплерех апатланни, уйрăмах ачасем çиекен пăтăсем, çемçе çăкăр тата вĕтетсе пĕçернĕ ытти апат-çимĕç вĕсене чăмланă чух шăла ниепле те тасатма май памаççĕ. Апатланăва хытăрах пан улмипе е кишĕрпе вĕçлемелле пулсан (вĕсем шăпах шăл çинчи апат юлашкине тасатма пулăшаççĕ те ĕнтĕ) паян ытларахăшĕ ăна пирожнăйсемпе е ытти тĕрлĕ десертпа вĕçлет. Çапла вара шăлсем çинче микробсемпе бактерисем пухăнаççĕ, çăвартан япăх шăршă кĕме пуçлать. Кунсăр пуçне тата шăлсем çинче апат юлашки пулни эмаль патне минералсене çитме чарать. Апла пулсан кариес тени те инçе мар.

Ăсчахсен пĕр тĕпчевне илсе кăтартас килет. Малтан тăтăш шăл тасатса тăнă çынсем çакна вăхăтлăх тума чарăннă, çемçе апат кăна çинĕ. Икĕ-виçĕ эрнерен вĕсен шăлĕсем çинче апат юлашкийĕ самаях палăрма пуçланă, хăшĕсен шăл тунисем те шыçма тытăннă. Апат юлашкине тĕплĕн тасатса илнĕ хыççăн тата малашне шăлсене тăтăш тасатса тăнипе çеç çак çынсем чирсенчен хăтăлса юлнă.

Щеткăпа шăлсене тасатни тата шăл тунисене массаж туни вĕсем патне юн пырассине лайăхлатать. Апла пулсан вĕсем патне кирлĕ веществосем çитессине те йĕркелесе тăрать. Сывă шăлсем вара чирсене хирĕç те вăйлăрах кĕрешме пултараççĕ. Фосфор, кальци, магни тата ытти йышши макро-, микроэлементсем тытса тăракан шăл пастипе, эликсирпа е çăвара чÿхесе илмелли шывпа тăтăшах усă курни эмале çирĕплетме пулăшать, шăлсене – кариесран, шăл тунисене инфекци лексе шыçасран сыхлать.

Шăлсем сывă та йĕркеллĕ пулни пĕтĕм организм çине лайăх витĕм кÿрет. Шăлсене сывă тытса тăрсан, сăмахран, тонзиллит, ревматизм тата ытти хăш-пĕр чирсем сайрарах аптăратаççĕ. Çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче сарăлакан тĕрлĕ йышши инфекци те хăрушă мар.

Илемлĕ кулă, апла пулсан сывă та хитре шăлсем пирĕн сывлăхшăн çеç усăллă мар, çакă пурнăçра эпир хамăра çирĕп туясси çине те витĕм кÿрет. Апла шăлсене ир-каç тасатса тăрăр, апатланнă хыççăн çăвара чÿхеме ан манăр.

А. ВОЛКОВА,

шăл тухтăрĕ, Муркашри тĕп больницăн стоматологи уйрăмĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика