15 июня 2011 г.
Никама та кичем пулмарĕ уявра
Чăвашсен авалтан пыракан ырă йăла пур. Пĕрлехи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене туса ирттерсен вĕсем яланах пĕрле пухăнса савăннă, ташланă-юрланă, ĕçре пултаруллисене чысланă. Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй пирки те çавнах каламалла. Кăçалхипе 58-мĕш хут уявларĕç ăна Муркашсем. Çанталăк çумăрлă тăнине пула ăна унчченхи пек Лантăш вăрманĕн уçланкинче мар, район центрĕнче Муркашра ирттерме тивни те уяв илĕртÿлĕхне пачах та тĕксĕмлетеймерĕ.
Ир-ирех Муркашра халăх йышлă пулчĕ. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ палаткисем, уйрăм предпринимательсем хăйсем патне йыхравларĕç. Мĕн кăна çук-ши: шашлыкĕ те, кукăль-пĕремĕкĕ те, тутлă ытти çимĕçĕ те, вĕри чейĕ те, тĕрлĕ таварĕ те... Предприятисен, ял тăрăхĕсен, уйрăм çынсен палаткисем патĕнче те çынсем йышлă пулчĕç. Ачасем вара карусель, ярăнмалли-вылямалли ытти хатĕрсем патĕнчен хăпма пĕлмерĕç.
Вăйă карти уçрĕ уява. «Муркаш» тата «Тăванлăх» фольклор ушкăнĕсем, кайран ытти коллективсем, хăнасем, ачасен пултарулăх ушкăнĕсем «Çут çамрăклăх: пуласлăх санăн аллунта» музыкăпа хореографи композицине йĕркелерĕç.
Акатуя пухăннисене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ, ĕçре ырми-канми вăй хунисене тав турĕ. Малашне те пархатарлă ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Уявра савăнма вара Муркашсен сăлтав çук мар. Ăна хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрре-мĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.А. Калинин та палăртрĕ. Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмĕшле илсен агротехникăпа пăхнă вăхăтра, япăх мар шайра туса ирттернĕ, халĕ ĕнтĕ ял хуçалăх культурисене пăхса ÿстерес ĕçсем анлă сарăлнă. Вĕсенчен пысăк тухăç илме шанăç çук мар. Çурхи культурăсем пĕтĕмпе 13,2 пин гектар йышăнаççĕ. Вăл шутран тăш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 9,3 пин гектар акса хăварнă. «Иккĕмĕш çăкăр» кăçал 1250 гектар çинче, пĕр çул ÿсекен курăксем 1800 гектар, силослăх кукуруза 385 гектар, пахча çимĕç 175 гектар.
6610 гектар çинчи кĕрхи культурăсенчен те пысăк тухăç илме шанăç пур. Вĕсем япăх мар хĕл каçнă. Пĕтĕмпе вара кăçал тĕш тырă культурисем 14,9 пин гектар йышăнаççĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 1400 гектар нумайрах.
«Ударник», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Восток», «Оринино», Чкалов яч. хис., «Свобода» тата ытти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсене япăх мар шайра туса ирттернĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен те ÿсĕмсем çук мар. Ял хуçалăх культурисем туса илессинче вĕсен тÿпи çултан-çул ÿссе пырать.
Уявра хăнасем те йышлă пулчĕç. Муркашсене малтанах уявпа ЧР Президенчĕ, Чăваш Республикин Правительстви ячĕпе хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти тĕрлĕ техника хатĕрĕсен техника шайне тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн республикăри тĕп инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев саламларĕ. Уявра вара пултаруллисене чысласси йăлара. Владимир Павловичпа Юрий Александрович ĕçре палăрнисене пысăк наградăсем пачĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне Муркашри чăх-чĕп фабрикин машинист тракторисчĕ Н.Я. Бакин, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н.С. Яковлев, «Свобода» хуçалăх тракторисчĕ Г.Л. Алжиров, «Оринино» хуçалăх диспетчерĕ Г.А. Иванова, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн сысна пăхаканĕ Г.А. Неволина, Суворов яч. хис. хуçалăхăн ĕне сăваканĕ Т.Н. Филиппова, асăннă хуçалăх водителĕ И.И. Дмитриев тивĕç пулчĕç.
Пухăннисене Акатуй уявĕпе çавăн пекех район пуçлăхĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев саламларĕ. Игорь Васильевичпа Юрий Александрович районти пултаруллă ĕçченсен пысăк ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Кусем вĕсем А.М. Скворцов (Е. Андреев яч. хис. хуçалăх), А.Р. Артемьев («Восток»), З.Я. Макарова («Герой»), О.В. Викторова (Ильич яч. хис.), А.В. Александров (Ильич яч. хис.), А.А. Николаев («Моргаушская»), А.А. Кочнова («Оринино»), В.А. Данилов («Передовик»), К.А. Перлова («Свобода»), Н.А. Гаврилова (Суворов яч. хис.), В.В. Алексеев («Ударник»), И.Н. Васильев («Ударник»), И.Ю. Егорова (Чапаев яч. хис.), Г.А. Илларионов (Чкалов яч. хис.), Д.И. Николаева («ДаАн»), Н.И. Петров («ВаСем»), А.А. Максимов (фермер), А.В. Мерлов (фермер).
Уявра «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн политканашĕн Тав çырăвĕсене илекенсем те пулчĕç. Вĕсене Ильич яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономне Ф.А. Егорова, «Свобода» хуçалăх ертÿçине В.К. Ананьева, «Оринино» хуçалăхăн сĕт-çу фермин заведующине Р.А. Блиновăна пачĕç.
Кун пек пысăк уявра тĕрлĕ отрасльте палăрнă династисене чысласси те районта ырă йăлара. Сцена çине вара 3 çемье династийĕн представителĕсене чĕнсе кăларчĕç. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Ивановсен ял хуçалăхĕнчи пĕтĕ-мĕшле ĕç стажĕ 186 çул, Муркаш ял тăрăхĕнчи Кузнецовсен сывлăха сыхлассинчи ĕç стажĕ 85 çул, Оринин ял тăрăхĕнчи Бардасовсен суту-илÿри ĕç стажĕ 86 çул.
Нумай ачаллисене çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕ тÿлевсĕр панине çирĕплетекен свидетельство хуçисем пулса тăнисем – Хорнуй ял тăрăхĕнчи Димитриевсем. Йÿçкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан А.К. Зотиковăпа Муркашри С.И. Никитинăна вара район администрацийĕн пуçлăхĕ ача амăшĕн капиталĕн свидетельствине пачĕ.
Ялта çурт-йĕр çавăракансене патшалăх та пулăшать. Социаллă тÿлев свидетельствисене Ильич яч. хис. хуçалăхăн выльăх пăхаканĕ С.К. Васильева, «Свобода» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э.Ф. Замятина, Чкалов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕ И.Н. Степанова, хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи А.И. Толстов илчĕç.
Районта Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕсем те çук мар. Вĕсене те уявра чысларĕç. Профсоюзсен Чăваш Республикинчи канашĕн председателĕн çумĕ В.П. Ильин вара Муркашсене уявпа саламланă май патшалăх учрежденийĕсен профсоюзĕсен Чăваш Республикинчи комитечĕн Хисеп грамотисене пачĕ. Тĕрлĕрен дипломсемпе грамотăсем, парнесем илнисем татах чылай пулчĕç.
Уяв саламĕсем çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн президентĕнчен Г.Н. Архиповран, Муркашсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн ертÿçинчен А.И. Федотовран, Пушкăрт Республикин, Çармăс Республикинчи Туçи Мари районĕн, Чул хула облаçĕнчи Спасски районĕн, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсен представителĕсенчен тата ыттисенчен те сахал мар пулчĕç.
Уяв вĕçленичченех тĕп сцена çинче хавас юрă-кĕвĕ шăранчĕ. «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ, эстрада юррисен «Расна» халăх ансамблĕ, «Муркаш» тата «Тăванлăх» халăх фольклор ансамблĕсем, Тренккăри Культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ, «Турай» тата «Хĕлхем» эстрада ансамблĕсем хăйсен пултарулăхне туллин уçса пачĕç, уява савăнăç кÿчĕç. Чăваш эстрада артисчĕсем, ачасен искуствин Муркашри шкулĕн воспитанникĕсем чи ырă сăмаха тивĕç.
Никама та кичем пулмарĕ уявра. Тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем, ăмăртусем, выставкăсем чылай пулчĕç. «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ хыçĕнче çамрăксемпе ачасем валли ятарлă программăпа пăхнă мероприятисем иртрĕç. Кунти пĕвере фонтан тавра катамаранпа ярăнма та кăмăллă пулчĕ. Пĕр сăмахпа ватти-вĕтти пурте уявра савăнчĕ, канчĕ, малашлăх валли çĕнĕ вăй-хал пухрĕ. Уяв вĕçленнĕ тĕле çумăр шăпăртатма тытăнни вара çĕр ĕçченне умри пысăк ĕçсем пирки аса илтерчĕ, кĕрхи пысăк тухăçа шантарчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.