15 июня 2011 г.
Курăк çулма тухрĕç
Çĕр ĕçченĕн хирĕнче çĕртме уйăхĕ вăй илсе пырать. Ĕнер акара тимленĕ хресчен паян иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçпе тимлет. Çапла пулмалла та, анчах çумăрлă çанталăк ял ĕçченне ку ĕçе çанă тавăрса кÿлĕнме ниепле те ирĕк памарĕ-ха. Ĕнер вара уяр кунпа усă курса районти пур пĕрлешÿллĕ хуçалăхра майлах курăк çулакан агрегатсем нумай çул ÿсекен курăксен пуссисене тухрĕç.
– Ял хуçалăхĕнче пĕр ответлă тапхăр тепринпе улшăнсах пырать. Анчах эпир çур акинчеччĕ, паян вара уяр кунсемпе усă курса ирлесех улăх-çаранпа нумай çул ÿсекен курăксен пуссисене васкатпăр. Пирĕн тĕллев – уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курса çитес хĕл валли ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ янтăласси, – терĕ телефонпа калаçса илнĕ хушăра Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Попов.
Хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăксене çитес вăхăтра 488 гектар çинчен çулса кĕртмелле. Çак ĕçе çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Д. Никифоровпа В. Антонов механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă МТЗ-82 тракторсемпе кÿлĕнчĕç. Кĕске вăхăтрах вĕсем 19 гектар çинчи курăка çулса та пăрахрĕç.
Ут çи вăй илнипе пĕрлех районти çĕр ĕçченĕсем çур акире акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессипе те сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен 17,6 процентне (2562 гектар) гербицидпа имçамланă. 1069 гектарне (7,4 процент) тĕрлĕ сăтăрçăсенчен хÿтĕленĕ. Çак хушăрах çирĕплетнĕ агрегатсем 234 гектар çинчи çĕр улмине пĕрремĕш хут чĕрсе-кăпкалатса тухнă.
Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пуррине районти çĕр ĕçченĕ питĕ аван ăнланать. Çавăнпа паянхи ĕçе ырана хăварас мар тесе тăрăшсах тимлет.
А. БЕЛОВ.