Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна ырă туса хăвăрăн пурнăçăра тăсатăр

15 июня 2011 г.

Çынна ырă туса хăвăрăн пурнăçăра тăсатăр

Ĕнер пирĕн çĕр-шывра Пĕтĕм тĕнчери донор кунне паллă турĕç. «Юн нумайрах паратăн – çавăн чухлĕ пурнăçа нумайрах çăлатăн» – çак ятпа иртет вăл кăçал. Çак пархатарлă утăма тунипе пĕрлех юн пани юн параканшăн хăйĕншен те питĕ усăллă. Ун пекки ан пултăр та-ха, анчах мĕнле те пулин инкек-мĕн пулас пулсан юн панă çынсен организмĕ çав юн çухатăвне е организм вутра пиçсе каяссине хатĕр пулать. Урăхла каласан юн пани хăвăр пурнăçа сыхлас ĕçре профилактика мероприятийĕ вырăнĕнчех. Юн çĕнелни организм çамрăклăхне тăсма пулăшать. Донорсем ыттисене юн парса чĕре чирĕнчен те сыхлаççĕ хăйсене. Юн пани сире организма тĕрлĕ чирпе кĕрешме те пулăшать: апат ирĕлтерес функцийĕ те кун пек çынсен час пăсăлмасть. Çавăн пекех вĕсенчен атеросклероз та «хăрать». Донорсен пÿри те, хырăмай парĕ те чирсен серепине ытлашши çакланмасть. Юн пани организмри юн шайлашăвне йĕркелесе пыма та пулăшать. Çапла майпа çынна ырă тунипе – унăн пурнăçне çăлнипе пĕрлех – эсир хăвăрăн пурнăçăра та тăсатăр.

Эппин донор кунне хутшăнмасăр ан юлăр. Йÿçкасси ял тăрăхĕнче вăл июнĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ Донор кунĕнче 41 çын çак ырă утăма турĕ.

Ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ăна урăх кун тума пултараççĕ. Донор кунĕсем июнĕн 16-мĕшĕнче Нискассинче, июнĕн 20-мĕшĕнче Москакассинче, Турайра июнĕн 21-мĕшĕнче, Шетмĕпуçĕнче июнĕн 22-мĕшĕнче, Ярапайкассинче июнĕн 23-мĕшĕнче, Юнкăра июнĕн 28-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕрте июнĕн 29-мĕшĕнче, Муркашра июнĕн 30-мĕшĕнче иртеççĕ.

Çак кунсенче хăвăр ял тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмне, участок больницине пырса юн парăр. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика