15 июня 2011 г.
Тăван ен, тăван кĕтес
Пит çине чÿрече витĕр хăвел пайăркисем килсе сĕрĕнчĕç те куçа уçса ятăм. Çумра шурă мамăк пек çăмламас, шăрçа евĕр хуп-хура куçлă кушак çури мăрлатса ачашланса выртать.
Хăвăртрах тăтăм та пахчана васкарăм. Унта кайăксем хăйсен чĕвĕлти сассипе юрă шăрантараççĕ. Урамра ача-пăча сасси илтĕнет. Хушăран ăшă çил варкăшĕ сăмсана кăтăкласа илет. Лĕпĕшсем хăваламалла вылянă евĕр пĕр-пĕрин хыççăн пĕрре пĕр енне, тепре тепĕр енне вĕçсе иртеççĕ. Вĕлле хурчĕсем тăрăшсах шерпет пыл пухаççĕ...
Тĕлĕнмелле! Мĕн тери хитре те илĕртÿллĕ-çке эсĕ, тăван тавралăхăм, юратнă ялăм! Санăн илемÿпе киленетĕп, сан çине пăхсан чун савăнать.
Эпĕ ытарма çук илемлĕ ялта Кÿстерекре çуралнă. Темиçе çул хушши ĕнтĕ çак çĕр çийĕпе утса çÿретĕп, тăван тавралăхпа киленсе пурăнатăп. Маншăн тăван ялти кашни çын, унти кашни вырăн темрен те паха та çывăх.
Мĕнле пуçланса кайнă-ха Кÿстерек ялĕ; Ăна вырăсла Костеряки теççĕ пулсан мĕне пĕлтерет-ха вăл; Халăхра çÿрекен халапа ĕненес пулсан «Костеряки» тени «Костры ярки» сăмахсенчен пулса кайнă имĕш...
Çĕрле пирĕн ял тавра çынсем пухăнса ăшăнма кăвайтсем чĕртнĕ пулнă. Кăвайчĕсем пĕрре-иккĕ мар, чылай пулнă. Пĕррехинче пирĕн ял çывăхне темиçе вырăс пынă. Вĕсем ялкăшса çунакан кăвайтсем çине пăхса «Костры ярки» тенĕ пулать. Кайран вара ялне те Костеряки тенĕ пулас.
Кÿстерек ялĕ çÿллĕ, илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ялĕ пысăках мар, пĕтĕмпе тăватă урам. Ял урамĕсем çулран çул çĕнелсе, илемленсе пыраççĕ. Çулăн икĕ енĕпе те кирпĕчрен купаланă çуртсем çĕкленеççĕ. Ял варринче магазин, клуб пур. Клубĕ, паллах, çĕнĕ мар. Апла пулин те яшсемпе хĕрсене унта каçсерен сахал мар курма пулать.
Ял халăхĕ тăрăшнипе иртнĕ çул Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунисене асăнса палăк лартрĕç. Ялта субботниксем тăтăшах ирттереççĕ. Ку вăл ял старости çине тăнинчен чылай килет.
Ялта сывлăш таса та уçă. Мĕншĕн тесен эпир çулленех йывăçсем сахал мар лартса хăваратпăр. Çак çуркунне те йывăçсем лартрăмăр.
Тен манăн тăван ял ытти нумай ялсенчен ытлашши нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пулĕ. Анчах та маншăн унран çывăхраххи, хаклăраххи, пахараххи çук. Кирек камшăн та ку çапла пулĕ. Кунта манăн юратнă атте-анне, юлташсем, тăвансем...
О. ЯКУШКИНА,
И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки.