15 июня 2011 г.
Хыçра – пилĕк уйăх
Кăçалхи январь – май уйăхĕсенче районĕпе пĕтĕмпе 786726,9 пин тенкĕлĕх продукци туса хатĕрленĕ тата услугăсем пурнăçланă. Ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 147,6 процент пулать. Промышленность продукцине 625067,5 пин тенкĕлĕх (165,4 процент) туса кăларнă. Производствăна ăнăçлă аталантаракансем шутĕнче «Сеспель» ЗАО (417444 пин тенкĕлĕх – 234,1 процент), «Моргауши-Хлеб» ООО (10550 пин тенкĕлĕх – 129,7 процент), «Сундырь-Хлеб» ООО (14073 пин тенкĕлĕх – 120 процент), «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ (12707,9 пин тенкĕлĕх – 118 процент), «Сундырское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ (9132,9 пин тенкĕлĕх – 111,5 процент). Çав вăхăтрах Муркаш почтамчĕн производство калăпăшĕ 6390 пин тенкĕпе (77,1 процент) кăна танлашать.
Иртнĕ пилĕк уйăхра тÿлевлĕ услугăсем 28213,4 пин тенкĕлĕх (104,8 процент) пурнăçланă.
Çак тапхăрта ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш калăпăшĕ 289769,9 пин тенкĕпе (121,2 процент) танлашнă. Икĕ райпо предприятийĕ те пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ.
Обществăлла апатлану предприятийĕсен производство калăпăшĕ 31615,7 пин тенкĕпе (122 процент) танлашнă.