Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем çирĕп ÿсчĕр

30 апреля 2011 г.

Ачасем çирĕп ÿсчĕр

Çут çанталăкпа хутшăнни ача-пăчашăн сывлăхлă пулмалли чи кирлĕ енсенчен пĕри пулса тăрать. Анчах та ыррипе пĕрлех йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ.

Ача малтанхи çулсенчех пурне те пĕлесшĕн ăнтăлать. Унăн пĕтĕмпех тытса тата тутанса пăхмалла, таçта та кĕрсе тухмалла... Çак ăнтăлу вара ачашăн çут çанталăк енчен хăрушлăх кăларса тăратма пултарать: вут-çулăм инкекĕ, çул-йĕр çинчи инкек, шыв-шур инкекĕ тата ытти те.

Ашшĕ-амăшĕ ача валли ытларах та ытларах меллĕ условисем туса парассипе тăрăшать, ачан пурнăçне çăмăллатса парать. Анчах та çакă хăйне май ачасен тимлĕхне, пурнăçра упранса юлас инстинкта хавшатать. Чăннипех те ачасене пулăшас тесен, вĕсем вăйлă та çирĕп пулччăр тесен пирĕн вĕсене ытларах инкек-синкексенчен асăрханма, тимлĕхе аталантарма пулăшмалла, инкекре хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Çирĕплĕх, чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, йывăрлăхра çухалса кайманни – чи кирли.

Çавăнпа та эпир, «Солнышко» ача садĕнче вăй хуракансем, ачасемшĕн интереслĕ мероприятисенче хăрушсăрлăх, асăрханулăх, тирпейлĕх, тимлĕх туйăмĕсене аталантарма пулăшатпăр.

Сăмахран, шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитерессине ăнлантарнă чухне ачасем итлесе лараççĕ кăна мар, вĕсем пирĕнпе калаçăва хутшăнаççĕ. Çапла эпир темăна пĕрле сÿтсе яватпăр. Кашни мероприяти валли тĕрлĕ дидактика вăййисем хатĕрлетпĕр. Компьютерпа усă курса хамăрăн ĕçе витĕмлететпĕр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Пирĕн ачасем çут çанталăк кăларса тăратма пултаракан инкексенче çухалса ан кайччăр, йывăрлăхсене çĕнтерме пултарччăр тесе пĕрле тăрăшасчĕ.

Е. КРОЛИКОВА, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика