Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвар чĕреллĕ учитель

30 апреля 2011 г.

Кăвар чĕреллĕ учитель

Çак кунсенче «Шуçăм» пултарулăх коллективĕн пысăк мар ушкăнĕ Шупашкар районĕнчи Çÿлтикасси шкулĕнче юбиляр патĕнче хăнара пулчĕ.

Кам-ха вара вăл çак ырă кăмăллă, вăр-вар, йăрăс пÿллĕ, хăйĕн çулĕсенчен самай çамрăк курăнакан юбиляр; Ку вăл Калайкасси шкулĕнче нумай çул хушши вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, чылайранпа директор çумĕ пулса ĕçленĕ Раççей Федерацийĕн хисеплĕ учителĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ тĕпчевçи Галина Михайловна Александрова. Çакăн пек çынсемпе чăннипех те мухтанмалла. Мĕн тери сăпайлă та ырă кăмăллă çак 70 çулхи юбиляр. Хура-шурне те сахал мар курма тивнĕ, çапах та пурнăçĕ çав тери кăткăс та интереслĕ иртнĕ.

Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çул çине кăларас тесе мĕн чухлĕ тимлемен пулĕ. Çавăнпа та шкултан вĕренсе тухнă ачасем паянхи кун та ун пирки ыррине кăна асăнаççĕ. Çакă вара ăна юбилей ячĕпе саламлама пухăннисенченех курăнчĕ. Нумай ырă сăмах каларĕç хисеплĕ ĕçчен ячĕпе, юрă-сăвăсемпе саламларĕç.

Калайкасси шкулĕнчи ĕçтешĕсем, тус-юлташĕсем те ăшшăн саламларĕç юбиляра. Унпа пĕр класра вĕреннĕ, халĕ Чăваш халăх академийĕн хисеплĕ президенчĕ Виталий Станьял ун ячĕпе нумай ырă сăмах каларĕ, хăйĕн «На перекрестке пройденных дорог» кĕнекине кăларма пултарнишĕн саламларĕ. Паллах, савăнăç куççулĕ юхрĕ пит тăрăх Галина Михайловнăн. Хăй чечексем ытла та юратнăран кĕреке чечек çыххисемпе тулчĕ. Чăннипех те çак кăвар чĕреллĕ çын хăйĕн пурнăçĕнче ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр, вăй-халне шеллемесĕр чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕ. Çавăнпах пулĕ ун пек пулас тесе сахал мар вĕренекен çак çăмăл мар профессие суйласа илнĕ, республикăри тĕрлĕ шкулсенче тăрăшать.

Савăнăçлă уяв, паллах, юрă-кĕвĕсĕр иртмерĕ. Н. Кондукторова питĕ ăста ертсе пычĕ уяв кĕрекине. Пурте кăмăллă пулчĕç çак чаплă уявпа.

Г. ГОЛУБЕВА,

Москакасси ял тăрăхĕнчи

хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика