Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра ырăпа палăрчĕç

30 апреля 2011 г.

Республикăра ырăпа палăрчĕç

Апрель уйăхĕн варринче Муркашри лицейра вĕренекен А. Степанов, Н. Утрейкин, А. Петрова, Н. Петрова (ертÿçи С.И. Рожкова) кадетсен Пĕтĕм Раççейри 4-мĕш пултарулăх фестивалĕн регион тапхăрне хутшăнчĕç. Кадетсем куçăмсăр тапхăра хутшăнма хăйсен проекчĕсене тăратнă пулнă. Проектсем интереслĕ пулнăран вĕренекенсене жюри куçăмлă тапхăра йыхравланă. Çĕнĕ Шупашкарти 10 " вăтам шкулта пирĕн кадетсем проектсене тивĕçлипе хÿтĕлесе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Хăйсен пĕлĕвне çÿллĕ шайра кăтартса савăнтарчĕç.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче вара маларах асăннă кадетсем тата Т. Тимофеева, Н. Ефимова, М. Игнатьева, А. Ердукова вĕренекенсем студентсен наукăпа практика конференцине хутшăнса лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ конференцин «Ют çĕр-шывсен литератури» тата «Фольклор. 18–19 ĕмĕрсенчи литература» подсекцисенче палăрчĕç Муркаш лицеисчĕсем: 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç.

Пирĕн лицеистсен малалла ăнтăласси, хавхалану нихăçан та ан иксĕлтĕр.

С. РОЖКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика