Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем акватлона парăнтарнă

30 апреля 2011 г.

Муркашсем акватлона парăнтарнă

Çĕнĕ Шупашкар хулин акватлон енĕпе (ишесси тата чупасси) иртнĕ уçă ăмăртăвне Муркашсем те хутшăнчĕç. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй хуракан В. Герасимов тренерăн воспитанникĕсем унта тивĕçлĕ хутшăнса лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç.

1999 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисен ÿсĕмĕнче ăмăртнă Ирина Григорьева 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Ксения Никонова çиччĕмĕш пулнă. Аслăраххисен ÿсĕмĕнче Екатерина Мясникова палăрнă – кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Роман Лоцманова вара ишсе тата чупса çитекенни ăмăртакансем хушшинче пулман. Пирĕн çамрăк спортсмен хăйĕн ÿсĕмĕнче (50 ачана яхăн!) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. 1997–1998 çулсенче çуралнисем хушшинче пĕрремĕш теçеткене Муркашсем тÿрех виççĕн кĕме пултарнă. Евгений Григорьев кĕмĕле тивĕçнĕ, Виталий Иванов пĕтĕмĕшле 6-мĕш вăхăт кăтартнă, Анатолий Мастеров 10-мĕш пулнă.

Ачасене çитĕнÿсемпе саламлатпăр, малашне те ÿсĕмсем тума сунатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика