Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек йăранĕн парни

30 апреля 2011 г.

Чечек йăранĕн парни

Килти хушма хуçалăхра садпа пахчана аталантарнă çĕрте кил хуçи арăмĕсем чечексĕр те пурăнаймаççĕ. Пахчана тухсан илемлĕ чечексем куç тĕлне пулнипе ĕçлес кăмăл çĕкленет, мал туртăмлă çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Эпир çамрăк çемье. Çавăнпа эпĕ хамăн килти хушма хуçалăхра тĕрлĕ чечексем ÿстерес шутлă. Уйрăмах мана георгинсем килĕшеççĕ. Вĕсем тĕлĕшпе паян мĕнле ĕçсем туса ирттермелле-ши;

С. ОЛГАШОВА.

Мăн Сĕнтĕр сали.

Ака уйăхĕ чечексем лартма хатĕрленмелли меллĕ вăхăт. Çавна май георгинсен тымаррисене типнисенчен уйăрмалла. Йывăç кĕлĕпе сапса вĕсене пулăхлă çĕр тултарнă ещĕксене лартни лайăх. Ещĕкри тăпра вырăнне торф та, йывăç кĕрпи те, мăк та, нÿрĕк тытакан ытти материалсем те пулма пултараççĕ. Хăйăрпа çеç усă ан курăр – вăл хăвăрт типсе каять.

Ещĕксене хĕвел лайăх ÿкекен чÿрече суллисем çине 18-22 градус ăшăна вырнаçтарăр. 10 – 15 талăкран тымарсем кăчкă кăлараççĕ. Çак вăхăт тымарсене пайлама меллĕ. Асăрханса кашни туна çинче 1-2 кăчкă хăварса тымарсене çĕçĕпе касса пайламалла. Хĕл каçнă тымар калăпăшне вăтамран 4-7 пая уйăрма пулать. Пахчана куçарса лартиччен вĕсене ещĕксенчех хăвармалла.

Лартма çакăн пек хатĕрленĕ георгинсем хăвăртрах чечекпе савăнтараççĕ. Чечек йăранĕн парни вара кил хуçине хушма вăй парĕ.

Георгинсемпе пĕрлех паян ытти чечексене те акма-лартма хатĕрлеме юрăхлă вăхăт.

С. ШАПОШНИКОВА.

Кашмаш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика