Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулă тытакансем вали

30 апреля 2011 г.

Пулă тытакансем вали

Паян кану вăхăтне пулăра ирттерекенсем нумай. Çавăнпа пĕрлех пулă тытассипе спорт ăмăртăвĕсем йĕркелекенсем те пур. Çуркунне çитнĕ тата çу кунĕсем çывхарнă май пулă тытассине йĕркелекен федераллă агентство граждансене çак ăнлантарусемпе паллаштарать.

«Шыври биологи ресурсĕсене упрасси тата пулă тытасси çинчен» Федераллă саккунăн 24-мĕш статйин 1-мĕш пунктĕнче граждансем пурте усă куракан шыв объекчĕсенче пулă тытассине тÿлевсĕрех тата ирĕклĕ йĕркелеме пултараççĕ.

Раççей Федерацийĕн Шыв кодексĕн 6-мĕш статйипе килĕшÿллĕн патшалăх е муниципаллă харпăрлăхри шыв объекчĕсем пурте усă курмалли вырăнсем шутланаççĕ. Шыв кодексĕ чарман тĕслĕхсенче вĕсемпе пур граждансем те ирĕклĕ, тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ.

«Пулă тытасси çинчен» Саккунăн 24-мĕш статйин 5.3 пайĕнче каннă вăхăтра е спорт тупăшăвĕлле пулă тытма ятарлă инфраструктура кирлĕ.

Çапла вара пирĕн граждансем каннă вăхăтра е спорт тупăшăвĕлле пулă тытассине – пулă ĕрчетмелли вырăнтисемсĕр пуçне – хăйсен ирĕкĕпе тата тÿлевсĕр пурнăçлама пултараççĕ.

Çакна палăртмалла. «Пулă тытасси çинчен» Саккунăн 24-мĕш статйин 7-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç тăвакан органсен пулă ĕрчетмелли вырăнсене палăртнă чух граждансен асăннă Саккунăн 24-мĕш статйинчи 1-мĕш пунктĕнче пăхнă пулă тытас прависене пăсассинчен асăрханмалла.

А. КРАЙНИЙ,

пулă тытассине йĕркелекен федераллă

агентство ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика