Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкеке сирме хатĕр пулмалла

30 апреля 2011 г.

Инкеке сирме хатĕр пулмалла

Апрелĕн 21-мĕшĕнче суд çурчĕсенче терроризм хăрушлăхне сирес, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тĕлĕшпе суд приставĕсен федераллă службин управленийĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствипе, Раççей МЧС Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕпе тата ЧР суд департаменчĕн управленийĕпе çыхăнса ĕçлессин ыйтăвĕпе вĕренÿ иртрĕ.

Малтанах аслă суд приставĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.П. Шарапов суд ĕç-хĕлне йĕркеллĕ туса пыма, суд ĕçченĕсене тата пыракансене суд çуртне кĕрессине йĕркелеме çурта приставсем хураллассине мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕ. Иккĕмĕш тапхăрта суд ĕç-хĕлĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин задачисене практикăра пурнăçларĕç. вĕренĕвĕн виççĕмĕш тапхăрĕнче суд çурчĕ çывăхĕнче «çулăм хыпса илнĕ» автомашинăна сÿнтермелле, МЧС сотрудникĕсене чĕнсе илмелле, пĕрлехи вăйпа пушара чарса лартмалла тата инкек тÿснине пулăшмалла пулчĕ.

Вĕренĕве хутшăнакансем хăйсене лайăх енчен кăтартса пачĕç.

С. ШАРАПОВ,

пай пуçлăхĕн, аслă суд приставĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика